Мал ĕмĕтлĕ фермер
Чăннипех хресчен чунĕллĕ çын Çĕнĕ Чукалти В.Симурзин. Темиçе çул каяллах, çамрăклах, ялта фермер хуçалăхне йĕркелесе янă вăл. Колхозсем, ял хуçалăх кооперативĕсем саланса кайсан хуçасăр тăрса юлнă çĕрсен шăпи канăç паман ăна. Ĕçе пикеннĕ вара Валерий Николаевич: сухаланă, акнă... Тăрăшни сая кайман: тар тăкни тухăçпа таврăннă. Пыра-киле фермерăн техника паркĕ те самаях пуянланнă. Халĕ вăл - районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсенчен пĕри. В.Симурзин кăçал та пĕтĕм лаптăксене ĕçе кĕртсе хăварнă. Тыр-пул та, нумай çул ỹсекен курăксем те лайăх çитĕнеççĕ. Çанталăк парсан, фермер кăçал та начар мар тухăç илес ĕмĕтлĕ.
В.СЕВРЮГИН.
"Шăмăршă хыпарĕ"