Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Акатуйран - ылтăн медальпе

Республика кунĕнче Шупашкарта çĕр-шыври чăвашсен чаплă уявĕ - Акатуй иртрĕ. Юрă-ташăсăр пуçне унта спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Пирĕн район чысне Тĕнче, Раççей тата республика чемпионĕ Владимир Шуряков хỹтĕлерĕ, кире пуканĕ йăтассипе Акатуй паттăрĕ пулса тăчĕ. Ентеше Акатуй халăхĕ умĕнче Кубокпа тата ылтăн медальпе чысларĕç. Çавăн пекех Акатуйра Шăмăршăри Константин Кусаинов та ăмăртнă, Акатуй медальне тата Кубок çĕнсе илнĕ. 

КУПĂС ИВАНĔ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июля 2014
15:24
Поделиться