Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирус ан пултăр тус

Чылайăшĕ çакна асăрханах пулĕ: ирпе, çывăрса тăрсан, нумай çын пырĕ татăласла чыхăна-чыхăна ỹсĕрет. Ахальтен мар ку. Çакăнпа ытларах чухне туртакансем нушаланаççĕ. Хĕрхенес те килет вĕсене, çав вăхăтрах çапла та калас килет: асапланатăр пулсан, мĕншĕн туртатăр-ха? Пирус-сигарет, вĕсенчи никотин ырри патне илсе çитерменни пирки пурин те пĕлмелле пек, уйрăмах - çамрăксен. Анчах сиенлĕ йăлана хăшĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех хăнăхаççĕ. Аслисем хыççăн пĕр сигарет тивертсе пăхаççĕ те - кайрĕ вара. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çакă кулленхи йăлана кĕрет. Кайран тĕтĕм тыткăнĕнчен хăтăлма пĕрре те ансат мар. Табак тĕтĕмĕнче вуншар та вуншар сиенлĕ хутăш пур, ученăйсем çĕннисене те тупса палăртаççĕ. Вĕсем чĕре, сывлав органĕсене самаях хавшатаççĕ, тĕрлĕ йывăр чирсене пуçарса яраççĕ. Çакăн пирки манас марччĕ, вăхăтра шута илсе туртма пăрахасчĕ. Нумайăшĕнчен çакна илтме пулать: фильтрлă сигарет сиенсĕр имĕш. Çук, ку -  ултав кăна: фильтр сиенлĕ хутăшсен пĕчĕк пайне çеç тытса юлать. Сигарета мундштукпа туртакансен те шутласа пăхмалăх пур: вĕсене тĕрлĕ материалтан хатĕрлеççĕ, çавна май вĕсем пирусăн вĕри тĕтĕмĕпе реакцие кĕреççĕ. Аслăрах ăрури çынсем "Ампар хыç трест" "продукцине" кăмăлларах пани курăнать. Килти табака вĕсем хаçат таткипе чĕркесе туртаççĕ. Çакă та сиенсĕр мар: хаçат, полиграфи краскиллĕскер (хими), çунса татах хăйне майлă хутăш кăларать, ỹпкене çакланать. Туртакансене çакна сĕнсе пăхас килет: тивертнĕ пирус-сигарета сывласа илĕр те шур хут çине сывласа кăларăр. Унта мĕн ларса юлни тỹрех куçа курăнать. Çакă та туртакан çыншăн тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тумалли сăлтав. Шутласа пăхмалăх пур. Çын пĕр сигарет-пирусран туртма вĕренет пулсан, пыра-киле талăкра икшер пачкăна тĕтĕме çавăрать -  пỹлĕмре пуртă çакăнса тăтăр. Анчах вăл кĕтмен-çĕртен ỹкес хăрушлăх та пур вĕт. Çак мĕнпе вĕçленесси каламасăрах паллă (сăмах сывлăх пирки пырать). Тархасшăн туртма ан вĕренĕр, туртакансем çак сиенлĕ йăларан хальтерех хăтăлма тăрăшăр. Пирус - тус мар, ан та пултăр. 

Н.ПОЛЯКОВА,нарколог.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2014
11:45
Поделиться