Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Палăк тавра - хитре карта

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял-йышăмăра хисеп туса, районти кашни ялтах палăк лартнă. Хăй вăхăтĕнче вĕсен йĕри-тавра карта та тытнăччĕ, анчах йывăç картан ĕмĕрĕ вăрăм мар. Кивелсе ишĕлме пуçланăскер ял илемне те пăсать. Çакна курса тата вăрçăра вилнисен умĕнчи ĕмĕр татăлми парăма чĕрепе туйса, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Александр Семенов, Александр Егоров, Анатолий Егоров тата Алексей Юманов çамрăк арçынсем хăйсен пуçарăвĕпе палăк йĕри-тавра тимĕртен илемлĕ карта тытрĕç. -  Пирĕн асатте вăрçăра тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ. Унăн таса ятне эпир ĕмĕрех чĕрере тытăпăр, - теççĕ пĕр тăван Александрпа Анатолий Егоровсем. Шел, ывăлĕсен пархатарлă ĕçне салтак ачи, чăн-чăн çĕр çынни Валерьян Владимирович кураймарĕ, темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ. Çакăн пек маттур ывăлсем çитĕнтернĕшĕн ăна чĕререн тав тăваймастпăр ĕнтĕ. Палăк йĕри-тавра хăйсен укçи-тенкипе илемлĕ карта тытнă çынсене вара - чыс та хисеп. 

А.КУЛИКОВ.Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2014
11:48
Поделиться