Чи лайăххи кам пулĕ?
"Шăмăршă районĕнчи çамрăксем: 2011-2020" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн çамрăксене социаллă пулăшу парас, професси ăсталăхне хăнăхтарас тĕллевпе районта çамрăксен чи лайăх ĕç бригадине палăртма конкурс йĕркеленĕ. Çакă 14-18 çулсенчи яшсемпе хĕрсене хушма ĕç вырăнĕсем тупса пама та пулăшĕ, вĕсене ĕçе хăнăхтарĕ. Конкурс икĕ тапхăрпа иртет. Малтанхи-кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕччен. Районти конкурсра мала тухнисем республика шайĕнче тупăшĕç.
Л.ГОРДЕЕВА.
"Шăмăршă хыпарĕ"