Наци паркне ятарлă Паллăпа чысланă
Çак кунсенче "Чăваш вăрманĕ" Наци паркне, туризма аталантарас тата халăха экологи пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн, "CREEN TOURISM" ятарлă Паллăпа чысланă. "CREEN TOURISM" экологи сертификатне çут çанталăка сыхлакан "Пĕтĕм тĕнчери флорăпа фауна" коммерциллĕ мар организаци туса хунă, ăна ЮНЕСКО Раççейри уйрăмĕ ырласа йышăннă.
Н.САВЕЛЬЕВ.
"Шăмăршă хыпарĕ"