Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Виталий Чернов: "Радиаци пайăрки - чĕре варринче"

Кашни çулах, апрель уйăхĕн вĕçĕнче, вăл çĕнĕ костюмĕ çине наградăсем çакать, вара темиçе юлташĕпе пĕрле Шăмăршă масарĕ еннелле утаççĕ. Кунта ĕмĕрлĕхех канăç тупнă чернобылецсен - В.Старшовпа В.Никитинăн вил тăприсем çине чĕрĕ чечексем хураççĕ. Виталий Михайлович Чернов - хальхи вăхăтра районта чĕрĕ пурăнакан ултă чернобылецран пĕри. Темиçе çул каярах йыш чылай пысăкрахчĕ те, сывлăх тăруках япăхланнипе хăшĕсем вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. В.Чернова Чернобыльти атом электростанцийĕнче хăрушă авари пулнă хыççăн çар комиссариатне чĕнсе илеççĕ. Оренбург облаçĕнче химик-дегозатор специальноçне вĕрентеççĕ те - тỹрех вĕри точкăна. Виталий тăваттăмĕш энергоблок çывăхĕнчи çурт-йĕре радиаци тусанĕнчен çуса тасатма хутшăнать. "Ятарлă растворпа, алăпа çăваттăмăр. Яланах пуç ырататчĕ",- аса илет паян чернобылец. "Виталий Чернов рядовой виçĕ уйăха яхăн вăхăтра 1.609 БЭР чухлĕ радиаци пайăркине илнĕ",- тесе çырнă çар билетĕнче. Тĕрĕссипе, сиенĕ кунтан та ытларах. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăклах инвалид пулса тăнă, кашни çулах госпитальте вăрах хушă сипленет. "Радиаци пайăрки - чĕре варринче",- тет В.Чернов, иртни çинчен каласа панă чух. Тăван çĕр-шыв Чернобыльти АЭС аварине сиенсĕрлетме хутшăннă çынсене манмасть. В.Чернова "За спасение погибавших" тата Жуков медалĕсемпе, ятарлă знаксемпе наградăланă. Инвалид пулнă май, пенси тỹлеççĕ, санаторире тỹлевсĕр путевкăпа сипленет. Сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, ветеран! 

И.АНАТКАС.

АСА ИЛТЕРЕТПĔР: 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче, ирпе 1 сехет те 23 минутра Чернобыль АЭСĕнче 4-мĕш энергоблокра взрыв пулнă, атом реакторĕ йăлтах арканнă. Аварие пула сывлăша радиоактивлă япаласем нумай саланнă. Реакторта 180-190 тонна ядерлă топливо (уран диоксичĕ) пулнă. Тавралăх - 200 пин тăваткал километр таран - радиаципе сиенленнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2014
13:13
Поделиться