Шăмăршăра Феодор епископ пулчĕ
МĂН КУН эрнин тăваттăмĕш кунĕнче, апрелĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн района Шупашкарпа Чăваш митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор килчĕ. Вăл Шăмăршă тата Патăрьел округĕсенчи священниксемпе пĕрле Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹре Мăн кун кĕллине ирттерчĕ. Литурги кĕлли иртсен Феодор владыка священниксене тата чиркĕве килнĕ çынсене Мăн кун уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, яланах Турă пиллĕхĕпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, пурне те пил пачĕ. Çак службăра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков тата Шăмăршăра çĕнĕ чиркỹ тума пулăшакан, сăваплă объектри ĕçсене вĕçлеме тăрăшакан хамăрăн ентешĕмĕр Павел Батров меценат та пулчĕç. Мăн кун ячĕпе чиркỹ тавра Хĕреслĕ çул туса çаврăннă хыççăн Феодор епископ, священниксем тата Ульяновскри "Свияжская строительная организация" ОООн генеральнăй директорĕ Павел Батров Космовский урамĕнче çĕнĕ чиркỹ тăвакан объектра пулчĕç. Владыка сăваплă ĕçе - Турă çуртне лайăх пахалăхпа туса пĕтерме ăнăçу сунчĕ.
М.ВАНИН.