"Тăванăм, тăван, мĕнле пурăнан?"
"Çиччĕн пĕр тăван ỹсрĕмĕр. Мансăр пуçне ыттисем пурте тĕнче тăрăх саланчĕç. Пĕр-пĕринпе çыхăну тытмастпăр. Анне пур чух килсе çỹрекелетчĕç-ха, вăл вилсен килме те пăрахрĕç..." Çапла калса пачĕ мана Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕр хĕрарăм. Тăванĕсем килсе çỹременшĕн хăйне пĕрре те айăплă туймасть вăл. Ман шутпа, айăпĕ унра та пур. Аппăшĕсемпе тетĕшсене çуралнă кунпа пĕрре те саламламан вăл, кĕсье телефонĕнче вĕсен номерĕсем те çук иккен. Тăвансем темиçе çул хушшинче ют çынна çаврăннă. "Хăта-тăхлачăпа çывăх пурăнатпăр та, тăван кирлĕ те мар пек халь" , - тỹрре тухасшăн калаçрĕ хĕрарăм. "Тăван тăварпа пиçнĕ", - тенĕ ваттисем. Хăта-тăхлачă мĕн пек çывăх пулсан та, тăвана çитеймеççĕ. Чăн-чăн тăван эс начартарах пурăннишĕн, çемьери çитменлĕхсемшĕн нихăçан та савăнмасть, ăшă сăмахпа та пулин йăпатма, хавхалантарма тăрăшать. Ăнсăртран чирлесе ỹксен те сана пулăшма пуринчен малтан тăвану васкать. Ку çапла пулмалла та, пурнăç саккунĕ çапла. Шел те, юлашки çулсенче тăван пĕлтерĕшĕ хытах чакрĕ. Пĕрле ỹссе çитĕннисем те пĕр-пĕринчен ютшăнаççĕ. Упăшки арăмĕн тăванĕсене, арăмĕ упăшкин тăванĕсене килĕштерменни час-часах тĕл пулать. Мĕншĕн çапла çаврăнса кайрĕ-ха пурнăçăмăр? Айăпĕ камра-ши? Ватти ăс панине итлеме пăрахрăмăр, пурнăçра укçа патша пулса тăчĕ. Пĕр юнри тăвансем сана çуралнă кунпа та, уяв ячĕпе те саламлама пăрахнинче айăпĕ санра та пур вĕт-ха. Мĕншĕн çиленсе пурăнмалла-ха тăвансене, атте-анне, асатте-асанне пире каçарма вĕрентмен-ши? Е вĕсенчен те ăслă пек туятпăр хамăра? Эпĕ тутар халăхĕ хушшинче çуралса ỹснĕ. Тутарсем çиччĕмĕш сыпăкри тăванĕсене те çывăха хураççĕ, ачисене те, мăнукĕсене те пĕр-пĕринпе паллаштараççĕ. Эпир иккĕмĕш сыпăкрисене те палламастпăр. Чăваш ятне ямастпăр-и-ха, тăвансем?
Ив.САЛАНДАЕВ.