Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лайăх концерт - чун уявĕ

Культура çулталăкне халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак кунсенче акă районти культура аталанăвĕн центрĕн сцени çине Ульяновскри филармони çумĕнчи инструментсен "Бис трио" ансамблĕ тата Наталья Сафроновапа (альт) Александр Кривых (баритонлă тенор) солистсем тухрĕç, тĕрлĕ ялсенчен килнĕ район çыннисене хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарчĕç. Ульяновск облаçĕпе Шăмăршă районне чылай çул ĕнтĕ экономикăпа культура хутшăнăвĕсем çыхăнтарса тăраççĕ. Пирĕн районти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем, çав шутра Пуянкасси ял тăрăхĕн "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ те, Ульяновск облаçĕнче пурăнакансене хăйсен юрри-ташшипе килентереççĕ. Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов ыйтнипе çак тĕл пулу-каçра район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕн ертỹçине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Надежда Федотована Тав хучĕпе чысларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ май, пирĕн экономикăпа культура çыхăнăвĕсем юлашки çулсенче сисĕмлех çирĕпленнĕ, вĕсем малалла аталанса пыраççĕ. Инструментсен "Бис трио" ансамблĕ - ун йышĕнче Иван Крайник баянпа, Сергей Сафронов контрабаспа тата Александр Новокшонов балалайкăпа калаççĕ - инструменталлă музыкăн пĕрремĕш çаврăмĕсене выляма пуçласанах тулли зал кăмăллăн алă çупма пуçларĕ. Чăннипех те пысăк ăсталăхпа палăрса тăрать иккен çак коллектив. Ахальтен мар ĕнтĕ "Бис трио" Пĕтĕм Раççейри тата регионсенчи нумай конкурса хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Музыкантсем те -  халăхсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен дипломанчĕсем. Тĕрлĕ кинофильмсенчи кĕвĕсене те чĕре хĕлĕхне хускатса каласа пачĕ ансамбль. Талантлă музыкантсем инструментсемпе "чĕррĕн" тата професси ăсталăхĕпе калани залра ларакансенчен кашнийĕн чунне ачаш туйăмсем кỹчĕ. Наталья Сафронова солистка "Однажды морем я плыла", "Миленький ты мой", "Канарейка", Александр Кривых солист "Клен", "Облако", "Вологда" тата ытти юрăсене питĕ ăста шăрантарчĕç. Вĕсен хитре тембрлă тата анлă диапазонлă сассисем чуна ăшăтса янăрарĕç. Залра ларакан тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем те вĕсемпе пĕрле юрларĕç. Концерт вĕçленсен Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников çак уява йĕркелекенсене тата талантлă музыкантсемпе солистсене куракансен ятĕнчен пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ, ăнăçу сунчĕ. "Çак чаплă концерт чăннипех те чун уявĕ пулса тăчĕ, вăл чылайлăха асра юлĕ", - терĕ вăл. 

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2014
09:02
Поделиться