Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каллех - ылтăн медаль

Шăмăршăри М.Денисов ячĕллĕ урамра пурăнакан Тĕнче, Европа тата республика чемпионĕ В.Шуряков кире пуканĕ çĕклес тĕлĕшпе хăйĕн "спорт формине" яланах кирлĕ шайра тытса тăма тăрăшать. Владимир Петрович, спорта чунтан парăннăскер, тренировкăсене килте те, Шăмăршăри "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче те пĕр тикĕс ирттерет. Çавна май районăн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей спорт мастерĕ В.Шуряков кирек хăш хулара иртекен хуть мĕнле ăмăртăва та хутшăнма хатĕр. Акă çак кунсенче вăл Канашра Чăваш Республикин кире спорчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă хĕрỹ ăмăртура вăй виçнĕ. Яланхи пекех, Владимир Петрович унта спорт ветеранĕсем хушшинче чи лайăх кăтартупа палăрнă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕре, пултаруллă та хастар спортсмена Кубок тата ылтăн медаль парса чысланă. Хальхи вăхăтра В.Шуряков кăçалхи май уйăхĕнче Санкт-Петербургра иртекен Европа чемпионатне хутшăнма хатĕрленет.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 апреля 2014
08:43
Поделиться