Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Елена Воробьева - чи маттурри

 "Çулталăк воспитателĕ - 2014" район конкурсĕ вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тур Шăмăршăри "Юмах" ача садĕнче иртрĕ. "Чи лайăххи" ята тивĕç пулассишĕн 6 педагог ăмăртрĕ. Жюри конкурс призерĕ тесе "Аленушка" ача садĕнчи Ольга Японцевана палăртрĕ. "Чĕрене ачасене паратăп" номинацире Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнчи Надежда Петрова çĕнтерчĕ. Пуринчен те маттурри вара Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн воспитателĕ Елена Воробьева пулчĕ. Елена Петровна район чысне Шупашкарта хỹтĕлĕ.

Е.ГАДИЕВА, "Ромашка" ача сачĕн заведующийĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 апреля 2014
08:42
Поделиться