Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Иван Васильевич профессине улăштарман

 Сассине хăпартмасăр, çемçен калаçать вăл, ял хуçалăх темине çĕклесен вара цифра хыççăн цифра асăнса тĕлĕнтерет. "Ку çын хăйĕн специальноçне питĕ лайăх пĕлет, унпа тавлашма йывăр", - çакăн пек шухăш пырса кĕрет Иван Васильевича итлесе тăнă чухне. Тинĕс-Çар Флотĕнче службăра пулнине тата Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ- академи) агронома вĕреннине шутласан, И.В.Якушовăн ĕç стажĕ 40 çултан та иртсе каять. Вĕр-çĕнĕ дипломлă çамрăк агронома 1980 çулта Куславкка районĕнчи "Волжский" совхоза ĕçлеме янă. Тĕп агроном пулса виçĕ çул та ĕçлеймест - Анат Чаткас çамрăкне совхоз директорĕн "тилхепине" шанаççĕ. Çапах та чĕре тăван тăрăхах - хăй çуралса ỹснĕ Шăмăршă районнех туртнă çав. Ăçта кăна тăрăшсан та, Иван Васильевич хăй хыççăн ырă ят хăварнă. Ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен станцире вăй хунă чухне те ял хуçалăхĕнче наука çĕнĕлĕхĕсемпе анлă усă курассишĕн тăрăшнă. Çапах та И.В.Якушов хальхи ĕçне -  "Россельхозцентр" ФГБУн Чăваш Республикинчи филиалĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн должноçне -  ытларах килĕштерни сисĕнет. Хуçалăхсенчи тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн пахалăхне ỹстерессишĕн, çĕнĕ сортсене анлă çул парассишĕн, ỹсен-тăрансен чир-чĕрĕпе кĕрешессишĕн вăй-халне шеллемест Иван Васильевич. Çавăнпах ĕнтĕ ăна районта хисеплеççĕ, çамрăк специалистсем унран канаш ыйтаççĕ. Иван Васильевич - лайăх çемье пуçĕ те. Мăшăрĕпе - Елизавета Валентиновнăпа - хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Кукашшĕпе кукамăшне икĕ мăнукĕ - "хĕр пĕрчисем" савăнăç кỹреççĕ. Ыран - апрелĕн 6-мĕшĕнче И.В.Якушов хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Вĕресе тăракан вăй-халлă çыншăн 60 çул нумай мар-ха. Халăх академикĕ Терентий Мальцев калашле, утмăлти арçын пурнăç тути-масине пĕлсе кăна çитет-ха, унăн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Эпир те Иван Васильевича çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Ив.АНАТКАС.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 апреля 2014
08:46
Поделиться