Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Туслăха упрар, тăванăмăрсем!

ИРТНĔ уйăх варринче, хĕллехи пĕр илемлĕ ир, район администрацийĕн Пысăк залне ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсем, шкулсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем, культура ĕçченĕ-семпе хисеплĕ ветерансем пуçтарăннăччĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту - Чăваш наци Конгресĕн районти уйрăмне йĕркелесси. - Пирĕн тăрăхра наци ыйтăвĕ çук, пур халăх çыннипе те пĕр тăвансем пек килĕштерсе пурăнатпăр, - терĕ пухура сăмах илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев. - Çапах та кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕркине, чĕлхине, культурине упраса хăварассишĕн çине тăрсах тăрăшмалла тесе шутлатăп. Наци Конгресĕн вырăнти уйрăмне те çак тĕллевпех йĕркелетпĕр. Паллă ĕнтĕ, республика территорийĕнче 28 наципе культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Чăвашсемсĕр пуçне, вырăссем те, тутарсем те, ирçесем те, эрменсем те, ытти халăх çыннисем те хăйсен йăли-йĕркипе культурине упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Ку вăл питĕ йĕркеллĕ пулăм, юлашки çулсенче вĕсем çамрăк ăру çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине те ырламалла кăна. 2013 çулта туса ирттернĕ социологи тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем республикăра пурăнакансем хăш халăх çынни пулни тата мĕнле тĕне ĕненни енĕпе хăйсене хĕсĕрленине туйманнине çирĕплетсе пачĕç. "Чăваш Республикин нумай нациллĕ халăхĕ пĕр-пĕринпе тату та килĕштерсе пурăнать. Ку вăл пысăк çитĕнỹ, мĕншĕн тесен тăнăçлăхпа татулăх пире ырă пуласлăх пиллет", - çапла каланă хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Хамăр района илес пулсан, Шăмăршă тăрăхне халăхсен туслăхĕ çирĕп пулнине яр-уççăн кăтартса паракан территори теме пулать. Чăваш-и, тутар-и, вырăс-и, ирçе-и, ытти наци çынни-и - эпир пурте пĕр тан, пирĕн ĕмĕт-шухăш та пĕрре - тăван район экономикипе социаллă пурнăçне малалла аталантарасси. Район пуçлăхĕ М.Хамдеев, чылайранпа "Искра" хуçалăха ертсе пыраканскер, çапла шỹтлет: - Тутарпа тутарла, чăвашпа чăвашла, вырăспа вырăсла калаçатпăр та, тепĕр чух хам хăш наци çынни пулнине те манса каятăп. Калаçма кăна-и, юрлама та пултаратпăр! Нумай çул хушши район хаçатĕнче ĕçленĕ май, манăн çывăх туссем хушшинче тутар та, вырăс та, ирçе те пур. Патирекри С.Хамдеев, Палтиелĕнчи М.Алтынбаев, Асанкассинчи А.Абульханов тата ыттисем, чăвашла тап-таса та илемлĕ калаçаканскерсем, район хаçатне те юратса вулаççĕ. Çĕнĕ Шăмăршă тутарĕ Р.Ракипов чăваш юррисене мĕнешкел чаплă шăрантарнине илтесчĕ сирĕн! "Туслăха упрар, тăванăмăрсем, эпир пурте - Раççей çыннисем!" - çапла чĕнсе каланă хăйĕн пĕр сăввинче пирĕнпе кỹршĕллĕ Хура Ката ялĕнче çуралса ỹснĕ Тутар халăх поэчĕ Зеки Нури. Çапла, эпир пурте Тăван çĕр-шыв ывăл-хĕрĕ, пирĕн савăнăçа та, пурнăçри хуйха-суйха та пĕрле пайламалла. Савăнăçĕ ытларах пулинччĕ çеç!

И.САЛАНДАЕВ, журналист, Чăваш наци Конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2014
11:43
Поделиться