Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕсем фронтовик ятне яман

Вĕсене пĕтĕм район хисепленĕ, кăкăр тулли орден-медаль çакса уява тухнă чух, паттăрсен умĕнче ватти-вĕтти пуç тайнă... Сăмах кунта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Çĕнтерỹшĕн юн тăкнă Шăмăршăри вăтам шкул учителĕсем пирки пырать. Вĕсене ятран асăнса тухар-ха. Акă В.Ф.Макаров Лăпкă океан флотне комсомол путевкипе кайнă. "Калинин" крейсер çинче службăра тăнă. Япони милитарисчĕсене хирĕç пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. И.М.Соргин та _ моряк. 1941_1945 çулсенче Виççĕмĕш тинĕс бригади йышĕпе Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ. Балтика тăрăхне фашистсен пусмăрĕнчен хăтарма хутшăннă, паттăрлăхпа палăрнă. М.Н.Никифоров Молдавие, Днестр тăрăхне, Украинăна тăшман аллинчен туртса илессишĕн пынă çапăçусенче палăрнă. 98-мĕш гварди стрелковăй дивизин 17-мĕш гварди артиллери полкĕнче ВТР командирĕ пулнă. М.В.Ермошкин Ленинград тата Волхов фрончĕсенче çапăçнă, йывăр аманнă. Г.А.Александров фронта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Салтак аттипе Мускав патĕнчен Кенигсберга (Калиинград) çити утса тухнă. Аманнă. М.А.Дормидонтов Мускава хỹтĕлеме хутшăннă. Разведчик пулнă май, нумай вăрттăн операцире палăрнă. А.М.Ефремов Сталинград хулишĕн пысăк хаяр çапăçусенче малти линие снарядсемпе тивĕçтерсе тăнă. Н.П.Любимов 307-мĕш дивизи йышĕнче çапăçнă, Украинăна ирĕке кăларма хутшăннă. Н.Н.Стефинов Украинăпа Польшăна тăшман аллинчен ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче палăрнă. Офицер. П.И.Гультяев Орел патĕнче тата Курск пĕккинче çапăçнă. Йывăр аманнă. Н.С.Семенов 462-мĕш артиллери корпусĕнче çапăçнă. Варшава, Берлин çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. И.В.Муллин Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçнă, Мускава хỹтĕлеме хутшăннă. Г.К.Самойлов стрелок-снайпер пулса 5-мĕш ятарлă стрелковăй батальонра службăра тăнă. Йывăр аманнă. Н.А.Матвеев Смоленскри артиллери училищине пĕтернĕ хыççăн лейтенант званине илнĕ, Украинăна тăшман пусмăрĕнчен хăтарма хутшăннă. З.И.Башкирова çыхăнуçă пулса Сталинград фронтĕнче çапăçнă. Курск пĕккинче тата Украинăра паттăрлăхпа палăрнă. Н.П.Волков Смоленск, Бобруйск, Ковель хулисене нимĕç фашисчĕсен тыткăнĕнчен хăтарма хутшăннă, Берлина çитнĕ. Çỹлте асăннă фронтовик-учительсен пурин те Тăван çĕр-шыв наградисем нумайччĕ. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр, çавăн пек паттăр çынсемпе пĕрле ĕçлеме тивнишĕн чĕререн савăнатпăр.

В.УРАХОВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕç ветеранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 февраля 2014
11:48
Поделиться