Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăйсене шанса, патшалăх пулăшнипе

1. Укçа ... пурнăç патши-ши? Вăрманлă, улăх-çаранлă Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ совет самани вăхăтĕнче те çĕр ĕçĕнче пысăк ỹсĕмсем тăвайман. Кунта çĕрсем пулăхлă мар, çавна пулах ытти хуçалăхсенче тырă элес-мелес вăйлă çитĕннĕ çул та гектартан çĕр пăтран та сахалрах пуçтарса кĕртейнĕ. Ун чух чаткассемпе патирексем, карапайсем гектар пуçне икçĕр пăт илнипе савăнатчĕç пулсан, кивчукалсен ферма выльăх-чĕрлĕхне йĕркеллĕ хĕл каçарас тесе тырă фуражне аяккинче шырама тиветчĕ. Мĕн калăн, пурнăç чăнлăхĕ çапла. Хам курнине, пĕлнине çырса кăтартатăп, шухăшласа кăларнă япала мар. Çĕртен ырлăхне питех кураймасан та, кивчукалсем ыттисенчен начар пурăнман, халĕ те çаплах. Кунти халăх вăрман пуянлăхĕпе тупăшлă усă курма, çапла вара укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пĕлет. Йывăç çыртарса илсе хăма çураççĕ, пура пураласа сутаççĕ, кăмпа-çырла та аванах тупăш кỹрет. Килĕрен тенĕ пекех кăçатă йăвалама пĕлеççĕ, ку ĕç те хушма тупăш кỹрет. Ал ĕç ăсталăхĕ ашшĕнчен ывăлне куçать, хăш-пĕр хĕрарăмсем те кăçатă йăвалассипе арçынсенчен юлмаççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕнче 273 пуç ĕне выльăхпа 414 пуç сысна усрани паллă. Пĕлтĕр килти хушма хуçалăхсем пурĕ 258,86 тонна аш, 987,6 тонна сĕт, 1084,6 тонна çĕр улми, 192 тонна пахча çимĕç туса илнĕ. Ял тăрăхĕнче 4 фермер хуçалăхĕ ĕçлет, вĕсем 2013 çулта 233,4 тонна тырă, 5,4 тонна çĕр улми, 24,4 тонна аш, 69,8 тонна сĕт туса илни паллă. Кивĕ Чукалта груз турттаракан 25 автомашина, тĕрлĕ маркăллă 32 трактор, 104 çăмăл автомашина, çак ял тăрăхне кĕрекен пĕчĕк ялта - Шамкайра _ 2 тракторпа 2 çăмăл автомашина шутланать. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: начар пурăнать-и кунти халăх? Пĕрре те начар мар! _ Укçа пурнăç патши мар, _ теççĕ кивчукалсем. _ Паллах, унсăр та пурăнма çук-ха, анчах нăйкăшса ларнипе нимĕн те пулмасть. Хамăр вăйпа ĕçлесе тумалла ырлăх-пурлăха! 2. Пурте лайăхах мар, çапах та ... Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев, халăх умĕнче çулталăкри ĕçсем çинчен отчет туса панă май, çитменлĕхсене те пытарса хăвармарĕ. Акă демографи лару-тăрăвнех илер. Пĕлтĕр пурĕ 8 ача çуралнă, Шамкайра вара 5 çул ĕнтĕ пепке сасси илтĕнмест. Ял тăрăхĕпе тĕрлĕ сăлтава пула 22-ĕн пурнăçран уйрăлса кайнă. 1000 çын пуçне илсе шутласан, ача çуралассипе ял тăрăхĕ районта чăн кайри вырăнта. Кивĕ Чукалта шкул çулне çитмен ачасем 69 пулсан, ача садне 22-ĕн çеç çỹреççĕ (32 процент, районĕпе 67,7 процент). Садике çỹремен ачасен аталану шайĕ, паллах, куллен садике чупаканнисенчен пĕчĕкрех. Акă мĕншĕн ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев та, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та садиксем пушă ан тăччĕр, вĕсенче шкул çулне çитмен кашни ача воспитани илтĕр тесе тăрăшаççĕ. Пурнăç çапла ыйтать, хальхи саманара пур енчен те аталаннă çынсем питех те кирлĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче 15 предприниматель ĕçлет, 2 лавкка пур. Хăш-пĕр предпринимательсем ялăн общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. 2013 çулта Пăчăрлă Пашьел-Вырăс Чукал-Кивĕ Чукал автомобиль çулĕн 73 метрне, пурĕ 180,84 пин тенкĕлĕх юсанă. Кăçал Кивĕ Чукалта Советсен урамĕнчи 218,567 метр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсама палăртнă. Юсав ĕçĕсем пирки калаçнă май, 2013 çулта 1049,7 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ялти шкула (2046,7 пин тенкĕ) тата культура аталанăвĕн центрне (800 пин тенкĕ) тĕпрен юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял поселенийĕпе пурĕ 280 çын патшалăхран пенсисемпе пособисем илсе тăнă, вĕсене 20,2 миллион тенкĕ тỹленĕ. Пĕтĕмпе вара яла аталантарма, çăмăллăх илме право пур çынсене тỹлеме, пурнăçра кирлĕ учрежденисене тытса тăма патшалăх 64,8 миллион тенкĕ укçа парса пулăшнă. Çапла вара, патшалăх пулăшмасть теме çук, çакна курмасăр тăракан е юриех курма тăрăшман çынсем тупăнни çеç пăшăрхантарать. Ял пухăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ, халăхăн ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. Ыйтăвĕсем вара тĕрлĕрен: Интернет çыхăнăвĕ вăйсăр пулни те, пушар машини кирли те, çул-йĕре çĕмĕрсе пĕтерни те (таçтан килсе мар, вырăнтисемех ватаççĕ), хуçасăр йытăсем иртĕхни те, туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси те, çамрăксене яла тавăрасси те, урамсенче тирпей-илем тăвасси те калаçтарать халăха. Нумай ыйтăва вырăнтах, пĕрлехи вăйпах татса пама пулать, тăрăшни, ял поселенийĕн администрацийĕ тĕрĕс ертсе пыни çеç кирлĕ. Пухура ял пурнăçне хастар хутшăнакан ĕçчен çынсене _ Л.И.Денисова учительницăна, Л.П.Карзанова предпринимателе, М.А. Малеев фермера, Шамкай ялĕн старостине М.С.Явкина, çавăн пекех А.В.Малеевана, Л.П.Малеевана, И.В.Малеевана, А.И.Малеевана, П.Ф.Чурбанова Тав çырăвĕпе тата Грамотăпа чысларĕç. Пысăк мероприяти хыççăн илемлĕ пултарулăх коллективĕ халăха чаплă концертпа савăнтарчĕ. И.САЛАНДАЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 февраля 2014
11:50
Поделиться