Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ăшă кăмăллă библиотекарь

Ырă кăмăллă, ăшă чунлă хĕрарăма _ Л.Орлована Пашьел тăрăхĕнче чылайăшĕ паллать. Тăван ялти _ Асанкассинчи библиотекăра пĕр улшăнми 37 çул ĕçлет Людмила Васильевна. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, çынсемпе кăмăллăн калаçнă май библиотекарь ял-йыш хисепне, сумлă наградăсене тивĕçнĕ. 1976 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă Л.Долгована (хĕр чухнехи хушамачĕ), "4" тата "5"паллăсемлĕ аттестат илнĕ хĕре, хастар общественницăна ял Советне чĕнтерсе илнĕ, библиотека заведующийĕн должнăçне йышăнма сĕннĕ. Люда килĕшнĕ. Библиотека ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă Людмила Васильевна. Вулакансене кĕнекесемпе тивĕçтернисĕр пуçне,вĕсемпе вулав конференцийĕсем, диспутсем ирттернĕ, кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Ятарлă пĕлỹ кирлине ăнланса çав çулах тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищине çул тытнă, заочнăй уйрăмăн студентки пулса тăнă. Икĕ çултан, библиотекарь дипломне илсен, çамрăк специалистăн ĕçри хастарлăхĕ татах та ỹснĕ. Ял клубĕн заведующийĕпе П.Филипповпа пĕрле сцена çинче культура мероприятийĕсем те нумай ирттернĕ. 1982 çулта çамрăк специалист пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ _ Людмила Васильевна тăван колхозăн водителĕпе Иван Орловпа пĕр çемье çавăрнă. Туслă çемьен кил-çурчĕ икĕ хĕр пĕрчипе пĕр ывăл тĕпренчĕкĕн сассисемпе илемленнĕ. Кĕнекесен фондне пуянлатса пырассине, çĕнĕ изданисен тата ытти тематикăллă выставкăсем йĕркелессине, вулакансен шутне çулран-çул ỹстерсе пырассине те манăçа хăвармасть Л.Орлова. 1978-1980 çулсенче Людмила Васильевна "Районти пултаруллă çамрăк библиотекарь" хисеплĕ ята тивĕçсе пынă. 1987 çулта учреждени "Районти чи лайăх библиотека" ят çĕнсе илнĕ. Массăллă мероприятисене илсен, кунта "Атьăр-ха, каччăсем!", "Атьăр-ха,хĕрсем!", "Чăваш пики", "Хуняма", "Пĕрре курсах саврăм-ши" тата ытти конкурссене палăртмалла. Ку мероприятисене ял-йыш яланах кăмăллăн йышăннă. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть Людмила Васильевна. Суйлав кампанийĕсен вăхăтĕнче ăна комисси членĕ пулма çирĕплетеççĕ. Перепись тапхăрĕсенче те хастарлăхпа палăрать вăл. Пĕр улшăнми 30 çула яхăн вырăнти хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Ял-йыш библиотекаре темиçе хутчен те ял Совечĕн депутатне суйланă. Хальхи вăхăтра та _ депутат. Пархатарлă ĕçшĕн Л.Орлована тĕрлĕ знаксемпе, Чăваш Республикин Культура министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, перепись кампанийĕсене хастар хутшăннăшăн сумлă медальпе наградăланă. Орловсен аслă хĕрĕ, Наталья, чăваш патшалăх университетĕнче педагог специальноçне илнĕскер, тăван ялти ача сачĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Çемьеллĕ. Вăталăххи, Петр, Çĕрпỹри техникумра техник-механика вĕренсе тухнă, çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Шупашкарти строительство фирминче вăй хурать. Вăл та çемье çавăрнă. Кĕçĕнни, Оксана, Шупашкарти, педагогика университечĕн студентки. Иван Александровичпа Людмила Васильевнăна икĕ мăнук тулли савăнăç кỹрсе тăрать. Çак кунсенче Л.Орлова 55 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. _ Эпĕ хамăн специальноçа вун çиччĕрех тĕрĕс суйласа илнĕ тесе шутлатăп, _ терĕ Людмила Васильевна. _ Куншăн эпĕ пĕрре те ỹкĕнмен. Библиотекарь вулакансен кăмăлне каякан кĕнекесем суйласа илсе, вĕсен чун-чĕрине ăшă туйăмсемпе пуянлатма, пĕлỹ шайне, тавракурăмне ỹстерме пулăшать. Çак ĕç вара сумлă, пархатарлă.

И.МЕДВЕДЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 февраля 2014
11:47
Поделиться