Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Командир ординарецĕ

Ĕлĕк çак уява Совет çарĕпе Тинĕс çар флочĕн кунĕ тесе палăртаттăмăр, халĕ Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Ĕлĕк çак уява Совет çарĕпе Тинĕс çар флочĕн кунĕ тесе палăртаттăмăр, халĕ Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Граждан вăрçи вăхăтĕнче çамрăк Совет Республики умне пысăк хăрушлăх тухса тăнă: хĕрлĕ армеецсен шуррисемпе тĕрлĕ фронтсенче çапăçма тивнĕ. Деникин, Юденич, Колчак йышши çынсем никама та, ниме те шеллесе, хĕрхенсе тăман. Çакнашкал вăйсене хирĕç тăракан, кĕрешĕве йĕркелесе пыракан пирĕн çар пуçĕсем те сахал мар пулнă: С.Буденый, К.Ворошилов, В.Чапаев. Ворошилов çарĕнче, сăмахран, манăн атте – Андрей Падиаров çапăçнă, Псков хулине тăшмана парас мар тесе пынă хаяр çапăçусенче палăрнă.

Виçпÿрт Шăмăршăран Граждан вăрçине хутшăннисенчен тепри – Василий Николаев. Атте те, вăл та кавалерист пулнă, вилĕме хирĕç куçа-куçăн пĕрре мар тăнă.

Ман килте аттен ал çырăвĕсем сыхланса юлнă, пĕр сăн ÿкерчĕк те пур. Документсем тăрăх, атте Дон казакĕ ертсе пынă взводра çапăçнă, командир ординарецĕ пулнă.

П.ПАДИАРОВ,ĕç ветеранĕ,Виçпÿрт Шăмăршĕ ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 февраля 2014
11:20
Поделиться