Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асап ункинче

Пирĕн çарсем фашистла Германин дивизийĕсемпе паттăррăн çапăçса Ленинград блокадине сирсе янăранпа 70 çул çитрĕ. Хула çыннисем блокада вăхăтĕнче чăтса ирттернĕ терт-нуша пирки, ватти-вĕтти таранах пинĕ-пинĕпе выçса е шăнса та чирлесе вилни, выçăллă-тутăллă завод-фабрикăра ĕçлесе вăрçă хатĕрĕсем туса кăларни çинчен хаçат-журналта нумай çырчĕç, теле-радио передачисенче те çак темăна анлăн çутатрĕç.

Пирĕн çарсем фашистла Германин дивизийĕсемпе паттăррăн çапăçса Ленинград блокадине сирсе янăранпа 70 çул çитрĕ. Хула çыннисем блокада вăхăтĕнче чăтса ирттернĕ терт-нуша пирки, ватти-вĕтти таранах пинĕ-пинĕпе выçса е шăнса та чирлесе вилни, выçăллă-тутăллă завод-фабрикăра ĕçлесе вăрçă хатĕрĕсем туса кăларни çинчен хаçат-журналта нумай çырчĕç, теле-радио передачисенче те çак темăна анлăн çутатрĕç.

Пирĕн районти Палтие- лĕнче çуралса ÿснĕ, вăрçă умĕн Ленинградра мăшăрĕпе пĕрле ĕçлесе пурăннă А.Сергеева та блокада йывăрлăхĕсене сахал мар чăтса ирттернĕ. Каялла Шăмăрша таврăнсан Александра Ефимовна кун пирки аса-илÿ çырса хăварнă. Эпир ыйтнипе Александра Ефимовнăн (тăпри çăмăл пултăр, вăл 93 çула çитсе çĕре кĕнĕ) аса-илÿ тетрадьне редакцие унăн хĕрĕ, медицина ĕçĕн ветеранĕ Г.Смирнова килсе пачĕ. Куншăн, паллах, эпир Галина Захаровнăна чĕререн тав тăватпăр. Редакци вăрçă тата ĕç ветеранĕн А.Сергееван аса-илĕвне кĕскетсе пичетлет.

 – Эпĕ 1911 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Палтиелĕнче çуралнă, – çырнă Александра Ефимовна. – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнине эпĕ, хамăн çемьепе Ленинградра кĕтсе илтĕм. Фашистсен самолечĕсем 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ир-ирех çак хула çине бомбăсем тăкма пуçларĕç. Ун чухне эпĕ Ленинградри ача сачĕсенчен пĕринче воспитательте ĕçлеттĕм. Мăшăрăм, Василий, вăрçă пуçламăшĕнчех ытти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайрĕ (шел, каялла таврăнаймарĕ). Эпĕ улттăри хĕр пĕрчийĕмĕрпе – Людăпа тăрса юлтăм...

Хулари вăй питти арçынсем, каччăсемпе хĕрсем, 10-мĕш класс ачисем çар комиссариатĕнче повестка илсе Ленинград хулине хÿтĕлеме тухса кайрĕç.

Çуртсене хÿтĕлеме хулара ятарлă бригадăсем йĕркелерĕç. Нумай хваттерлĕ кашни çурт валли – 8-10 çынран тăракан бригада. «Сывлăш тревоги» вăхăтĕнче вĕсенчен кашниех хăйĕн вырăнне йышăннă. Тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахнă хыççăн пушара сÿнтересси, хĕмленсе тăракан бомба ванчăкĕсене пуçтарса хăйăр ещĕкне пăрахасси, çуртсенчен ватăсене, чирлĕ çынсене, ачасене илсе тухса траншейăсене çавăтса каясси бригада членĕсен тивĕçĕ пулнă. Хулана фашистсен самолечĕсем кашни кунах бомбăсем пăрахнă май кашни çурт умне вăхăтлăх траншейăсем тунăччĕ.

Çынсем талăкĕпех çăкăр лавкки умĕнче черетре тăратчĕç. Выçă пулнă май хăшĕсем черетрех ÿкетчĕç.

Каçхине çутă ан курăнтăр тесе хула çыннисем чÿречесене хулăн материалпа карса хуратчĕç. Анчах нимĕç самолечĕсем бомба пăрахас умĕн хула çине ерипен çунса анакан шарсем яратчĕç. Çавна май свастикăллă самолетсен летчикĕсем пĕтĕм хулана кăнтăрлахи пекех курса тăнă, бомбăсене тĕл пăрахнă. Хула çине самолетсем пысăк ушкăнсемпе вĕçе-вĕçе килетчĕç. Хăш чухне хĕрлĕ çăлтăрлă самолетсен пĕчĕк ушкăнĕсем вĕсемпе çапăçăва кĕретчĕç. Тăшман бомбардировщикĕ хура тĕтĕм кăларса çĕрелле ÿкнине курсан вара питĕ савăнаттăмăр.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă хыççăн темиçе кунтанах хулари апат-çимĕç упранакан чи пысăк складсене тăшмана сутăннă çынсем вут тивертнĕ. Пĕр харăсах темиçе çĕртен вут чĕртнипе унтан пĕр михĕ тырă та, пĕр ещĕк консерв та илсе тухайман. Çак пысăк складсенче Ленинград валли кăна мар, пĕтĕм облаçра пурăнакансене темиçе çул пурăнмалăх апат-çимĕç упраннă. Пушар хыççăнах апат енĕпе йывăрлăхсем пуçланчĕç.

1941 çулхи кĕр пуçламăшĕ тĕлне гитлеровецсен дивизийĕсем Ленинграда йĕри-тавра виçĕ ункăна (блокадăна) хупса хунă. Çавна май хулана апат-çимĕç илсе килме май пулман. Тăшман самолечĕсем кăнтăрла та, çĕрле те бомбăсем тăкатчĕç. Çапла майпа Ленинградра выçлăх пуçланчĕ. Çавăн пекех, шыв та, хутмалли вутă та пулман.

Чи йывăрри, паллах, çимелли пулманни. Хула çыннисем кайăксем, кушаксем, йытăсем тытса çинĕ. Йывăç клейне ирĕлтерсе, атă тĕпне пĕçерсе, мясорубка витĕр кăларса апат пĕçернĕ.

Выçлăхпа, сивĕпе çынсем пиншерĕн вилнĕ. Вилнĕ çынсене простыньпе чĕркесе е миххе чиксе çунашкапа Пискарево масарне туртса кайнă. Халăх халсăрланса çитсен, тăванĕсене кайса пытарайми пулсан вилнисене урамрах, вутă евĕр купаласа хуратчĕç. Вĕсем 1942 çулхи çуркуннечченех тăчĕç. Март уйăхĕнче вилесене масара пытарма тытăнчĕç.

Выçлăх малаллах тăсăлчĕ. Пискаревкăра крахмал завочĕ пурччĕ. Унти тăпраллă-хăйăрлă отходсенчен пашалу пĕçернĕ. Çывăхрах выльăх масарĕ пурччĕ. Унтан ĕне-лашан сÿтĕнленме пуçланă пĕççи-уринчен апат пĕçернĕ.

Çăкăр питĕ сахал валеçнĕ. Фронтри çар çыннисем кунне – 300 грамм, рабочисем – 125 грамм, служащисем – 75 грамм, ачасем тата ыттисем 50 грамм çăкăр илнĕ. Паека киле илсе килсен стаканри вĕренĕ шыва ярса ирĕлтернĕ те ĕçсе янă. Тепĕр кунччен, каллех паек иличчен выçă тăма тиветчĕ.

«Сывлăш тревоги» вăхăтĕнче Таврически паркри траншейăсене пытанса ларнă çынсене фашистсен бомбардировщикĕсем пинĕ-пинĕпе çĕрпе танлаштарни, Невски проспектри пысăк çурт путвалне кĕнисем, шыв пăрăхне бомба лекнине пула, çĕршерĕн чыхăнса-шăнса вилни, Киров заводĕнчи рабочисем (пĕрисем смена ĕçлесе пĕтернĕ, теприсем смена йышăнма килнĕ) бомбăсен взрывĕсене лексе пиншерĕн пурнăçран уйрăлни пирки çырнă чухне куçран вĕри куççуль шăпăртатать...

Мĕн пур терт-нуша пирки çырса кăтарма май çук. 1943 çулхи март уйăхĕнче, блокада ункине пĕтĕмпех сирес умĕн пĕр çулталăка яхăн маларах, пире, хĕрарăмсемпе ачасене, ЗИС автомашинăсен кузовĕ çине лартса «пурнăç çулĕпе» – Ладога кÿллипе «пысăк çĕр» çине илсе тухрĕç. Çуркунне пуçланнă май, пăр çÿхелнĕччĕ ĕнтĕ, çавна май колонна хыçĕнчи тата умĕнчи автомашинăсем хăйсен йывăрĕшĕпе пăра çĕмĕрсе шыва чăмрĕç. Паллах, вилекенсем те пулнă. Эпĕ пиллĕкри хĕр пĕрчийĕмпе, Людăпа, çула тухнăччĕ. Телее, пирĕн автомашина тепĕр çырана тĕрĕс-тĕкелех çитрĕ.

Малалла эпир хĕрĕмпе иксĕмĕр пăравус çине ларса Канаша çитрĕмĕр. Канашран вара Шăмăрша çар комиссариачĕн лаша лавĕпе килтĕмĕр. Палтиелне çуранах утрăмăр.

Килте анне пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, иксĕмĕр ыталанса йĕтĕмĕр те. «Тавах Турра, чĕрех çитрĕр иккен», – терĕ анне, хăйĕн пĕчĕк мăнукне ăшшăн ыталаса. «Чăнах та, Турă пире пăрахмарĕ», – хуравларăм эпĕ. Кун хыççăн чĕркуççи çине ларса турăш умĕнче сăхсăхса илтĕм, хамăра асап ункинче чĕрĕ хăварма пулăшнăшăн Турра пĕтĕм чун-чĕререн тата куççуль витĕр тав турăм.

Часах анне кăмакаран ыраш çăкăрĕ кăларчĕ. Вăл пире кăпăшка та ăшă çăкăр чĕллисем касса пачĕ, кружкăсемпе сĕт лартрĕ.

«Кукамай, эсĕ пĕçернĕ çăкăр питĕ-питĕ тутлă, сĕчĕ тата тутлăрах», – чĕвĕлтетрĕ хĕр пĕрчийĕм. «Люда, эсĕ кун пек тутлă апата малашне кашни кунах çийĕн», – пуçĕнчен ачашларăм ăна. «Анне, эпир Ленинграда таврăнмастпăр вĕт, манăн унта урăх каяс килмест»,– терĕ хĕр пĕрчийĕм, чĕрçе çине ларса. «Ленинграда текех каймастпăр»,– лăплантартăм эпĕ ăна. Куç умне вара асап ункинче ирттернĕ кун-çул тухса тăчĕ. Вĕри куççуль шăпăртатрĕ те шăпăртатрĕ... «Мĕншĕн йĕретĕн эсĕ, анне;» – ыйтрĕ хĕр пĕрчийĕм. «Нимех те мар, хĕрĕм, савăнăç куççулĕ юхать», - терĕм эпĕ Людăна.

А.СЕРГЕЕВА, вăрçăпа ĕç ветеранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 февраля 2014
09:39
Поделиться