Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УЭК пирки

Универсаллă электрон карттипе (УЭК) хăш транспортпа çÿренĕшĕн тÿлеме май пур? В.Макаров. Васан ялĕ.

– Пĕлтĕрхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн универсаллă электрон карттипе (УЭК) тÿлеме пуçларĕç. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта троллейбуспа ларса çÿренĕшĕн тата «Чăвашавтотрансăн» пассажирсем илсе çÿрекен автобусĕпе усă курнăшăн УЭК карттипе тÿлеме май пур. Карттăпа усă куракан çын обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн 1 тенкĕ сахалрах тÿлет.

– Универсаллă электрон карттине (УЭК) илес тесен ăçта заявлени çырса памалла?

Р. СЕВРЮГИН. Патирек ялĕ.

– Адресĕсене вырăсла кăтартатпăр:

г.Чебоксары, пр. И.Яковлева, 3А – филиал "01 Чувашского ОСБ"8613 ОАО «Сбербанк России»;

г.Чебоксары, ул. 50 лет Октября, 17А – филиал "02 Чувашского ОСБ"8613 ОАО «Сбербанк России»;

г.Чебоксары, ул. Калинина,112 – БУ ЧР «Медицинский информационно-аналитический центр» Минздравсоцразвития Чувашии;

г.Чебоксары, пр. Московский, 33а – Отдел социальной защиты населения Московского района г.Чебоксары КУ ЧР «Центр предоставления мер социальной поддержки» Минздравсоцразвития Чувашской Республики.

Н. ЕНДИЕРОВ, район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн пуçлăхĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 февраля 2014
11:34
Поделиться