Сигарет тупăка сĕтĕрет
ВОЗ (Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци) пĕлтернĕ тăрăх, çитĕннĕ арçынсен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ табак туртать. Çапла вара çынсем хăйсен ирĕкĕпех сывлăха хавшатаççĕ. Табак туртни нумай чухне вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерет.
ВОЗ (Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци) пĕлтернĕ тăрăх, çитĕннĕ арçынсен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ табак туртать. Çапла вара çынсем хăйсен ирĕкĕпех сывлăха хавшатаççĕ. Табак туртни нумай чухне вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерет.
Сигарет е пирус тĕтĕмĕнче психоактивнăй япала – никотин алкалоичĕ пур. Медицина тĕпчевĕсем кăтартса панă тăрăх, табак туртни рак тата ÿпке эмфиземи, чĕре системин чирĕсемпе чирлесси патне илсе пыма пултарать. ВОЗ пĕлтерни тата та хăрушăрах: табак туртнине пула ХХ ĕмĕрте 100 миллион çын вăхăтсăр вилнĕ, ХХI ĕмĕрте çак цифра 1 миллиардпа танлашма пултарать.
Тĕнчере çулленех 5,4 миллиона яхăн çын табак туртнине пула ернĕ чирсемпе нушаланса вилет. Табак туртманнисемпе танлаштарсан, туртакансен пурнăçĕ вăтамран 13 çул кĕскерех. Малашне те лару-тăру улшăнмасан, 2030 çул тĕлне табак туртнипе çулленех 10 миллион çын вăхăтсăрах çут тĕнчерен уйрăлĕ.
Ÿпке ракĕпе нушаланса вилекен арçынсен 90 проценчĕ, хĕрарăмсен 80 проценчĕ табак туртни паллă. Табак туртманнисемпе танлаштарсан, туртакансен хушшинче миокард инфарктне пула вилнисем 2-4 хут нумайрах. Пирус е сигарет туртакансем инсульта пула 2-4 хут ытларах пурнăçран уйрăлаççĕ. Туртакансем хушшинче çăварăн, апат пырĕн, карланкăн, вар-хырăмăн, хулăн пыршăн, пĕверпе пÿрен усал шыççисемпе аптракансем нумай.
Хăйсем чирленĕсĕр пуçне, туртакансем ытти çынсене те чире яма пултараççĕ. Аяккинче тăракансем (вырăсла ăна пассивное курение теççĕ) ÿпке ракĕпе тата хырăмлăх ай парĕн ракĕпе чирленĕ тĕслĕхсем питĕ нумай, ху пачах туртмасан та астма тата чĕре чирĕсене çаклатас хăрушлăх та пысăк.
Акă мĕншĕн ĕнтĕ табак туртакансен пĕр тăхтаса тăмасăрах татăклăн çапла каламалла: çук, туртмастăп малашне, кĕскетместĕп хамăн ĕмĕре!
Н.ПОЛЯКОВА.