Хамăр тăрăшмасан, кам?
1. Шухăшлар-ха, калаçар...
Ас тăватăп-ха, район хаçатĕнче вăй хума тытăннă малтанхи çулсенче Анат Чаткас ялне килсен урамра ача нумаййинчен тĕлĕнеттĕм. Хĕлле йĕлтĕрпе е çунапа ярăнатчĕç, «вăрçăлла» вылятчĕç, çу кунĕсенче те урам тулли вĕт-шакăр чупатчĕ.
– Ял шкулĕнче виççĕре яхăн ача вĕренетчĕ, – аса илеççĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. – Паян вара 466 вырăнлă шкулта пурĕ те 80 ача çеç пĕлÿ илет. Малашне вĕренекенсен шучĕ тата та пĕчĕкленес хăрушлăх пур.
Чылай çул шкул коллективне ертсе пынă, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ Г.Ф.Афанасьевпа В.И.Тихонов ял пуласлăхĕ пирки пăшăрханса калаçнине ăнланмалла. Районти ытти хăш-пĕр ялти пекех, Анат Чаткас тăрăхĕн территорийĕнче демографи ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Енчен те 2012 çулта 14 ача çуралнă пулсан, пĕлтĕр 11 ача çеç çут тĕнчене килнĕ. Пĕчĕк ялсенче – Максим Горькийпе Хĕрлĕ Васан паççулккисенче вара пĕр ача та çуралман. Тĕрлĕ сăлтавпа, тăватă ялĕпе пурĕ 18 çын вилнĕ.
Çапах та ялсен малашлăхĕ пирки калаçнă чух йăлтах хурласа тăкас килмест. Кермен пек илемлĕ те хăтлă пурăнмалли çуртсем (вĕсенче хулари чухлех çăмăллăхсем пур),тĕрлĕ тавар сутакан лавккасем, пысăк та çутă Культура çурчĕ, икĕ хутлă, хуларинчен пĕрре те кая мар шкул, «Чебурашка» ача сачĕ, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин офисĕ, почтăпа перекет банкĕн уйрăмĕсем, çĕр улми типĕтекен цех... Çаксем пурте ял сăн-сăпатне илемлетеççĕ, кунта ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ çынсем пурăннине çирĕплетеççĕ.
Çапах та... Ял тăрăхĕн территорийĕнчи 387 çуртран çитмĕл саккăрăшĕ пушă ларни, арçынсен вăтам ĕмĕрĕ те 60,4 çул (районĕпе – 63 çул), хĕрарăмсен 74,6 çул (районĕпе –77 çул) çеç пулни хытă шухăшлаттарать.
Тăватă ялтан «Чебурашка» ача садне пурĕ те 41 ача çеç (39,8 процент, районĕпе – 67,7 процент) çÿрет. Çавна май ача садне çурма пушă ларакан шкул çуртне куçарас ыйту çивĕч тухса тăнă. Садике çÿремен ачасем хальхи тата малашнехи пурнăç ыйтнă пек аталанайманни пурсăмăра та паллă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисен малашлăхĕ мĕнле пуласси пирки паянах хытă шухăшламалла: садике çÿретмесĕр темиçе тенкĕ перекетлесе вĕсен телейне хур тумастпăр-и?
2. Ял пурнăçĕ мĕн тути?
Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова 2013 çулхи ĕçсем çинчен отчет тунă чух цифрăсем нумай асăнчĕ. Тĕрĕссипе каласан, хăш-пĕр цифрăсемпе мухтанма та пулать. Ял тăрăхĕнче халăх пурнăçне лайăхлатмалли социаллă программăсем пурте ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Нумай ачаллă 15 çемьерен чылайăшĕ çурт лартма тата килти хушма хуçалăха аталантарма тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕ илнĕ. Пилĕк ачаллă Т.Юнкерован çемйи валли 56,6 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт туса панă. Çак çурта тата харпăр-хăй вăйĕпе тунă çуртсене шута илсен, 2013 çулта пурĕ 1085 тăваткал метр лаптăклă çурт-йĕр хута янă.
«Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн, пĕлтĕр 1 çемье çурт-йĕрлĕ пулнă, тата 8 çемье черетре тăрать.
Ялта ĕçсĕрлĕх çук – Шăмăршăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта пурĕ те 1 çын çеç учетра тăрать. Вăл та – паян-ыран пенсие тухмалли çын.
Халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 6 фермер хуçалăхĕ тата «Восход» ял хуçалăх кооперативĕ паллă вырăн йышăнаççĕ. Акă 2012 çулта йĕркеленнĕ «Гафаров» фермер хуçалăхĕ çĕр улми типĕтекен цех уçнă, çапла майпа 12 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Цех сезон вăхăтĕнче талăкра 8 тонна çĕр улми йышăнать, 1200 килограмм типĕтнĕ продукци туса кăларать. Чăвашпотребсоюзăн «Органика» лавккине уçни те 3 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.
А.Капралов, Н.Воробьев, Н.Ильин, А.Юнкеров фермерсем çĕр ĕçĕнче тăрăшса ырлăх-пурлăх тăваççĕ.
«Восход» ял хуçалăх кооперативĕн ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă: 2013 çулта 1365 тонна тырă, 210 тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ, 85,7 тонна аш, 481,2 тонна сĕт туса илнĕ. 552 пуç мăйракаллă шултра выльăхпа 650 пуç сысна усраççĕ.
Ял çыннисем килти хушма хуçалăха аталантарма пĕлтĕр патшалăхран 10,28 миллион тенкĕ, «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланнăранпа пурĕ 49,57 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.
Икшер-виçшер ĕне усракан хуçалăхсем те сахал мар: Зыковсене, Красновсене, Кашицынсене, Нянинсене тата ыттисене докладчик ырласа асăнчĕ.
Чăнах та, йышлă выльăх усрама çăмăл мар, çапах та ялта чăн-чăн хресченсем пĕтмен-ха. Вĕсем ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр ырлăх-пурлăх пулмассине лайăх ăнланаççĕ. Савăнăçлă лару-тăрура ялти обществăлла ĕçсен хастар хутшăннăшăн Н.С.Тихонована, А.Н.Ефимова, Г.К.Морозована район администрацийĕн Тав Çырăвĕпе, В.М.Морозова, Л.С.Майорована тата Г.Н.Тихонована ял тăрăхĕн администрацийĕн Грамотипе чысларĕç.
3. Тирпей-илем – хамăршăн
Темиçе çул хушши ĕнтĕ Анат Чаткас ял тăрăхĕ районти конкурсра çĕнтерсе «Чи тирпейлĕ ял» ята çĕнсе илет. Ял халăхĕ, актив, депутатсем, вырăнти старостăсем çынсене тирпей-илемшĕн тăрăшма хистесех тăраççĕ. Кунта çÿп-çапа урама е çул аяккине, кĕпер айне тăкнă тĕслĕхсене хытă сивлеççĕ, айăплисене тупса палăртсан халăх умĕнче намăслантараççĕ.
Çурт умĕнчи пĕчĕк пахчара чечек çитĕнтерекенсем килĕ-ренех. Ку тĕлĕшпе ялти шкул пĕтĕм районшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Учительсем халăха культурăллă пурăнма вĕрентни те – çав тери лайăх ĕç.
4. Пысăк ĕç валли пысăк укçа кирлĕ
2014 çулхи тĕллевсем пирки сăмах хускатнă май, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анат Чаткасри Культура çуртне тĕпрен юсамаллине асăнчĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра ирттерекен конкурс комиссине тивĕçлĕ материалсем тăратнă.
Кăçал çавăн пекех Тури Чаткас ялĕнче Çĕнтерÿ урамĕнчи 206,015 метр тăршшĕ çула юсама палăртнă.
Ытти урамсенчи çула та тĕпрен юсамалла – укçа-тенкĕ çукки ал-урана çыхать.
Иртнĕ çул тĕрлĕ налуксенчен тата налук мар тупăшсенчен ял тăрăхĕн бюджетне 358,8 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Çав вăхăтрах патшалăх 75 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Хăш-пĕр çынсем «патшалăх яла пулăшмасть» тесе ÿпкелешни пирĕн ăнланманлăха, яланах янтине çеç кĕтсе пурăнма хăнăхнине пĕлтерет.
Ял пухăвне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăйĕн сăмахĕнче кашни çыннăн тăван ялшăн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшмаллине, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăламаллине, ĕçкĕпе иртĕ-хнине хирĕç кĕрешмеллине, Культура çулталăкĕнче культурăллă пурăнма вĕренмеллине палăртрĕ. Валерий Петрович халăх ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ.
И.САЛАНДАЕВ.