Патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ
«Шăмăршă хыпарĕ»хаçат редакцийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев пирĕн района ĕçлĕ çул-çÿревпе килсен граждансем панă ыйтусем çине хуравсене малалла пичетлет.
ЫЙТУ: Районти халăха патшалăхăн социаллă пулăшăвне парасси еплерех шайра? Ветерансемпе инвалидсем тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ-и?
Çак ыйту çине районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Н.И.Ендиеров хуравлать:
– 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнче пурăнакан 4990 çынна патшалăх социаллă пулăшу панă, çав шутра пĕтĕмĕшле чирсене пула инвалида тухнисем – 1418, ĕç ветеранĕсем – 1297, тыл ĕçченĕсем – 139, политика репрессийĕсене пула шар курнисем тата реабилитацие çакланнисем – 22, чернобылецсем – 6, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем – 24, «вĕри точкăсенче» пулнă ветерансемпе инвалидсем – 174, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем – 122 çын.
2013 çулта ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем уйăхсерен 1026 тенкĕ, тыл ĕçченĕсем – 925 тенкĕ, реабилитацие çакланнисем – 2456 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннисем – 2187 тенкĕ илсе тăнă.
Пĕлтĕрхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çак суммăсем пăртак ÿсрĕç: ĕç ветеранĕсем халĕ уйăхсерен 1082 тенкĕ, тыл ĕçченĕсем – 1027 тенкĕ, реабилитацие лекнисем – 2591 тенкĕ, политика репрессийĕсенче шар курнисем – 2307 тенкĕ илме пуçларĕç. Социаллă пулăшăвăн çак мерисемпе 2013 çулта 1891 çын усă курнă. Вĕсене тÿлеме республика бюджетĕнчен 19183,3 пин тенкĕ тăкакланă. 433 ветерана телефонпа усă курнăшăн тÿлеме 740430 тенкĕ чухлĕ компенсаци тÿлевĕ панă. Çакăнсăр пуçне, 11 ветеран санаторире е курортра канса сывлăха тĕреклетнĕ.
Инвалидсене пулăшасси çине патшалăх уйрăмах тимлĕ пăхать. Хальхи вăхăтра районта 1418 инвалид пурăнать. Саккунпа килĕшÿллĕн, 2013 çулта вĕсене 13044,5 пин тенкĕ социаллă пулăшу панă.
Реабилитацин уйрăм программисем тăрăх 48 инвалида тĕрлĕ техника хатĕрĕпе, 22 инвалида санаторире е курортра сипленме тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикин «Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн социаллă хÿтлĕх памалли мерăсем çинчен» Саккунпа килĕшÿллĕн, районта пурăнакан 574 çынна пĕлтĕр 8080,5 пин тенкĕ тÿленĕ.
Районта Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ тÿлесси çинчен» Саккунĕ те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 213 çемье, тулли мар 212 çемье, ачасене усрава илнĕ 14 çемье, 25 опекун, 130 пĕччен амăшĕ, ачаран инвалид пулнисене пăхса ÿстерекен 79 çемье шутланнă. 2013 çулта ачаллă çемьесене тÿлеме патшалăх пĕтĕмпе 13250,818 пин тенкĕ тăкакланă.
Çулталăк тăршшĕнче районта нумай ачаллă, сахал тупăш илекен 17 çемьене пĕтĕмпе 39000 пин тенкĕ чухлĕ хушма пулăшу панă.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, районти граждансем патшалăхăн ытти хăш-пĕр пулăшăвĕсене те илсе тăраççĕ.