Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Афганистан – асăмра ялан

Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитет.

Афганистан, тухмастăн асăмран,

Афганистан – чĕре çинчи суран.

Афганистан... Йĕреççĕ аннесем,

Афганистан...Цинкланă тупăксем.

ИВАН САЛАНДАЕВ.

 Çак паллă куна халалласа, районти шкулсенче тата культурăпа спорт учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. «Вĕри точкăсенче» пуç хунă ентешсене, Афган вăрçин ветеранĕсене халалланă мероприятисене ячĕшĕн çеç ирттерес марччĕ. Шкулсенчи паттăрлăх урокĕсене, класс сехечĕсене çарта пулнă çамрăксене, ветерансене чĕнсен питех те аван пулĕччĕ.

Çарпа патриотизм уйăхлăхĕнче кашни ял тăрăхĕнчех спорт ăмăртăвĕсем ирттермелле, вĕсене Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалламалла.

С.ХАФИЗОВ,Афган вăрçин ветеранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2014
10:04
Поделиться