Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чун хавхаланăвĕпе, професси ăсталăхĕпе

2013 Çулта районти культура ĕçченĕсем ял çыннисем валли интереслĕ мероприятисем нумай ирттернĕ, вĕсен канăвне май килнĕ таран туллинрех йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Историпе культура йăли-йĕркине упраса хăварассине, ăна малалла тăсассине те манăçа хăварман. Районти культура учрежденийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем паянхи куна тивĕçтерекен çĕнĕ формăллă массăллă мероприятисем ирттерме тăрăшнине те палăртма кăмăллă.

2013 Çулта районти культура ĕçченĕсем ял çыннисем валли интереслĕ мероприятисем нумай ирттернĕ, вĕсен канăвне май килнĕ таран туллинрех йĕркелес тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ. Историпе культура йăли-йĕркине упраса хăварассине, ăна малалла тăсассине те манăçа хăварман. Районти культура учрежденийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем паянхи куна тивĕçтерекен çĕнĕ формăллă массăллă мероприятисем ирттерме тăрăшнине те палăртма кăмăллă.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра 31 культура учрежденийĕ ĕçлет, çав шутра 16-шĕ – культурăпа кану учрежденийĕсем, 13-шĕ – библиотекăсем, 2- шĕ –музейсем. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртме тăрăшса, культура учрежденийĕсенче çак тематикăпа сахал мар мероприяти йĕркеленĕ.

 Юрă-ташăпа савăнтараççĕ

Культурăпа кану центрĕсем çумĕнчи хор, ташă, театр, фольклор тата ытти коллективсем ял-йыша илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа, спектакльсемпе, сценкăсемпе савăнтараççĕ. Ачасем валли эстрада юррисен, хальхи ташăсен, илемлĕ сăмах, театр тата ытти кружоксем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем занятисене хаваспах çÿреççĕ, концертсен программисене хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿреççĕ.

Илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсенчен 2-шĕ «халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсем – ачасен «Антонина» халăх ташă коллективĕ (ертÿçи А. Нефедова) тата Шăмăршăри халăх театрĕ ( режиссерĕ В.Львова). Шел те, специалистсем пулманнипе, малтан «халăх коллективĕ» пулнисенчен 4-шĕ хисеплĕ ята çĕнĕрен çирĕплетмен.

Ачасен «Антонина» халăх ташă коллективĕнче – 4 ушкăн. Çак ушкăнăн ташшисен композицийĕсемсĕр пĕр концерт та иртмест. Студин репертуарĕнче – тĕрлĕ халăхсен тата çамрăксен хальхи ташшисем. Ачасен аслă, вăтам тата кĕçĕн ташă ушкăнĕсем районти, республикăри уявсене, конкурссене, фестивальсене активлă хутшăнаççĕ.

Халăх театрĕ республикăри тата районти фестивальсемпе конкурссенче нумай хутчен çĕнтерÿçĕсен ятне илнĕ. Театр çумĕнче ачасен «Çăлтăрчăк» студийĕ кашни концертрах çĕнĕрен те çĕнĕ сценкăсемпе савăнтарать. Çавăн пекех халăх юмахĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсене те куракансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.

Чукалти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен тата арçынсен ансабльне, Кивĕ Чукалти «Пилеш» фольклор коллективне, хĕрарăмсен ансамбльне те лайăхпа палăртмалла. Васанти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Тихоновсен çемье ансамблĕ, арçынсен вокал ушкăнĕ, Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав», Асанкассинчи фольклор коллективĕсем пирки те лайăххине кăна каламалла.

Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор коллективĕ – ăна чылай çул ĕнтĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.Федотова ăнăçлă ертсе пырать – районти тата республикăра конкурссенче яланах ырăпа палăрать. 2013 çулта «Аххаяс» районти фольклор тата илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕсенче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çав çулах июнь уйăхĕнче вара Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Мускавра иртнĕ Акатуйĕнче илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа килентернĕ. Пултаруллă коллектив Республика кунĕнче «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивальне те хутшăннă, Диплома тивĕçнĕ. Халăх инструменчĕсемпе калакансен республикăри фестиваль-конкурсĕнче Пуянкассинчи купăсçăсен ансамблĕ Диплом илнине те палăртма кăмăллă. Чăваш Республикин Культура министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн, илемлĕ пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн «Аххаяса» «халăх коллективĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Районта илемлĕ пултарулăхăн тĕрлĕ енĕпе фестивальсемпе конкурссем нумай иртеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – халăх пултарулăхне аталантарма условисем туса парасси, тĕрлĕ наци халăхĕсен йăли-йĕркине упрасси, ял çыннисене илемлĕ пултарулăхаытларах явăçтарасси, ял-йышăн канăве усăллă йĕркелесси. Паллăраххисене илсен, кунта «Раштав çăлтăрĕ» тата Тăван тавралăха хÿтĕлессин çулталăкне, Г.Лебедев композитор 100 çул тултарнине халалланă илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕсене, «Юмор кубокĕ–2013» конкурса, эстрада юррисен «Çамрăк сасăсем», фольклор коллективĕсен фестивалĕсене тата ыттисене асăнмалла.

«Çамрăк сасăсем» фестиваль, «Чăваш пики» конкурс, театрализациленĕ «Мисс Шемуршиночка» шоу-программа, «Мистер Х» конкурс тата ытти мероприятисем ачасен пултарулăхне аталантарассинче, çитĕнекен ăрăва эстетикăпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парассинче хăйсен сумлă вырăнне йышăнаççĕ.

Районти культура аталанăвĕн центрне, Карапай Шăмăршăри, Пуянкассинчи, Палтиелĕнчи культурăпа кану центрĕсене модернизацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак учрежденисене сасă-çутă, видеопроекци оборудованийĕпе, музыка произведенийĕсене аранжировка тума май паракан программăллă компьютерпа, лазер принтерĕпе, сканерпа, сцена костюмĕсен комплекчĕпе, сцена чаршавĕпе пуянлатнă. Ку,паллах, ял çыннисен, чи малтан çамрăксен канăвне, культура пурнăçне туллинрех йĕркелеме май парать.

Пĕлтĕр Палтиел ял поселенийĕн культурăпа кану центрĕ (директорĕ Т.Долгова)республикăри нумай профильлĕ культура учрежденийĕсен («Клуб–библиотека–музей») конкурсĕнче çĕнтерсе 100 пин тенкĕ илни те – пысăк çитĕнÿ. Çак укçапа учрежденин пурлăх никĕсне сисĕмлех çирĕплетнĕ.

 Библиотекăсем – информаци центрĕсем

Районти библиотекăсене пурне те модернизациленĕ никĕс çине куçарнă. Вĕсенче пуринче те компьютер техники, видеопа DVD аппаратура пур. Библиотекăсене Интернет сетьĕпе çыхăнтарнă.

Паллă ĕнтĕ, библиотекăсен тĕп пуянлăхĕ – кĕнекесем. Литературăна комплектлама 2013 çулта республикăри Наци библиотеки, Культура министерстви, район администрацийĕ, «Книжные новинки» лавкка, Чăваш кĕнеке издательстви пулăшнă. Уйрăм çынсем тата авторсем парнеленĕ кĕнекесем те çÿлĕксем çинче хăйсен сумлă вырăнне йышăннă. Районти библиотекăсен фондне пурĕ 1699 экземпляр çĕнĕ литература (пурĕ 289 пин тенкĕлĕх) кĕнĕ. Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен куçарнă укçапа (34 пин те 700 тенкĕ) 187 экземпляр кĕнеке туяннă, литературăпа художество журналĕсем çырăнса илнĕ. Кунсăр пуçне ял поселенийĕсен укçипе 342 экземпляр (31 пин тенкĕлĕх) тĕрлĕ литература туяннă.

Библиотекăсен фондне пуянлатассинче бюджет укçи çителĕксĕр. Вырăс тата Раççей литературин классикĕсен кĕнекисем кивелсе çитни библиотекарьсене питĕ пăшăрхантарать.

Наци библиотекинчен 306 экземпляр (22 пин тенкĕлĕх) кĕнеке парнеленĕ. Район администрацийĕ 226 кĕнеке (71 пин тенкĕлĕх) парнелени те – пысăк пулăшу.

Ял çыннисем библиотекăсене хаçат-журнал вулама йышлăн килеççĕ (изданисен хакĕсем ÿснĕрен кашни çемье хăйне килĕшекен хаçат-журнала туллин çырăнса илеймест). Çĕнĕ хаçат-журнал çырăнма ял поселенийĕсен администрацийĕсем укçа уйăраççĕ.

2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта библиотекăсем валли 85 экземпляр хаçат-журнал çырăнса панă (23 пин те 647 тенкĕлĕх). 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулпа танлаштарсан, ку вăл 15 экземпляр сахалтарах.

Библиотекăсенче электронлă пулăшупа усă курасси çуллен вăй илсех пырать. Ял çыннисене библиотекарьсем Интернет çыхăнăвĕ урлă тĕрлĕ информацисем параççĕ. Библиотекăна килекенсем хăйсем те компьютер умне ларма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илме пултараççĕ.

Электронлă каталогсем йĕркелени вăл е ку информацие хăвăрт шыраса тупма май парать. Çĕнĕ литературăна çийĕнчех электронлă каталога кĕртеççĕ.

Кашни библиотекăрах «Компьютер пĕлĕвĕн шкулне» уçнă. Кăмăл пулсан, унта кашниех компьютер техникипе ĕçлеме вĕренме пултарать.2013 çулта библиотекăсенче пурĕ 298 çын компьютер пĕлĕвне илнĕ.

Пĕлтĕр Пăчăрлă Пашьел, Васан, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен библиотекисенче «Пĕр чÿрече» принципĕпе ял çыннисене патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшăвĕсене пама пуçланă.

 Халăх музейĕ – халăхшăн

Васанти халăх краеведени музейĕ пĕлтĕр Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка тата Раççейри çар мухтавĕн уявĕсене халалланă мероприятисем нумай ирттернĕ. Музейра ял çыннисем валли тематикăллă экскурсисем, паттăрлăхпа патриот урокĕсем, экологи темипе калаçусемпе презентацисем тата ытти интереслĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Ял поселенийĕн администрацийĕн тата клуб учрежденийĕн, библиотека, музей ĕçченĕсен пĕрлехи вăйĕпе ял çыннисем валли чылайлăха асра юлакан меропрятисем ирттерни те питĕ вырăнлă.

Музей тĕрлĕ экспонатсенчен пуян. Тĕрлĕ документсем те тирпейлĕ упранаççĕ. Пĕлтĕр учрежденире çĕнĕ экспозицисем йĕркеленине те палăртма кăмăллă.

 Методика центрĕн пулăшăвĕ

Районти организаципе методика центрĕ культура ĕçченĕсемпе мастер-классем, семинарсем, паянхи кун ыйтăвĕсемпе çыхăннă çавра сĕтел хушшинчи калаçусем тăтăш ирттерет. Çак центр ялсенчи культура учрежденийĕсене район администрацийĕн социаллă аталану пайĕпе çыхăнтаракан хăйне евĕр звено пулса тăрать.

Культурăри çĕнĕ технологисемпе усă курса методика центрĕ районти клуб учрежденийĕсене, ял поселенийĕсен библиотекисене тĕрлĕ уявсем тĕлне сценарисем çырма, мероприятисем ирттерме, документаци хатĕрлеме пулăшать.

Культурăпа кану центрĕсен директорĕсемпе, администраторсемпе библиотекарьсемпе семинар-канашлу ирттересси, вокалпа, фольклорпа, хореографипе, театр искусствипе мастер-классем йĕркелесси районта çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕсене методика литературипе паллаштарасси, паллă юбилейсене, тĕрлĕ уявсене халалланă мультимедиллĕ презентацисем ирттересси те манăçа юлмасть.

Методика кабинетĕнчи ятарлă литературăпа, сĕнÿсемпе, сценарисемпе,пособисемпе, хаçат-журналпа, CD тата DVD –дисксемпе кашни культура ĕçченĕ туллин усă курма пултарать.

 Ĕç укçи ÿснĕ

2013 çулта районти культура сферин аталанăвĕ валли 12 миллион та 359 пин тенкĕ уйăрнă пулнă (2012 çултипе танлаштарсан 2,4 процент ытларах). Çак суммăран 5 миллион та 653 пин тенкĕ – ĕç укçи. Уйрăммăн илсен, пĕлтĕр сентябрьте культура ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 8 пин те 240 тенкĕпе танлашнăччĕ. Декабрьте вĕсен ĕç укçи ÿснĕ – 8 пин те 522 тенкĕ пулнă.

Ял пселенийĕсене илем кÿмелли ятарлă проектпа килĕшÿллĕн Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрĕнче 800 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерни те – ырă пулăм.

 Культура сферин кадрĕсем

Районти культура учрежденийĕсенче пурĕ 55 çын ĕçлет(2012 çулта 61 çын вăй хунă), çак шутран 37-шĕ – специалистсем. Вĕсенсенчен 8-шĕ – аслă, 17-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Лайăххипе пĕрлех, ĕçри хăш-пĕр проблемăсене те асăнса хăвармалла. Клуб учрежденийĕсенче музыка инструменчĕсем, сцена костюмĕсем енĕпе йывăрлăхсем пур. Библиотекăсенчи компьютерсенчен çурри кивелсе çитнĕ, вĕсене çĕнĕ йышшипе ылмаштармалла

 2014 Çул – Культура Çулталăкĕ

Кăçалхи çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе палăртнă май, районти культура учрежденийĕсенче ятарлă ĕç планĕ туса хатĕрленĕ. Ĕç планĕнче кăтартнă мероприятисем пурнăçа кĕччĕр тесе пирĕн, культура ĕçченĕсен, çине тăрса ĕçлеме тăрăшмалла. Ялта мероприятисем ирттернисĕр пуçне, районти тата республикăри тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене те активлă хутшăнасчĕ. Чун хавхаланăвĕпе, професси ăсталăхĕпе вăй хуни творчество ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсемпе таврăнĕ.

А.ПЕТРОВА, районти организаципе методика центрĕн заведующийĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 февраля 2014
10:57
Поделиться