Билетсем сутма тытăннă
2014 çулхи январь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 29-мĕшĕччен «АК БАРС АЭРО» авиакомпани «Ĕпхÿ–Шупашкар–Ĕпхÿ» тата «Самар–Шупашкар–Самар» авиарейссене пурнăçлать.
2014 çулхи январь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 29-мĕшĕччен «АК БАРС АЭРО» авиакомпани «Ĕпхÿ–Шупашкар–Ĕпхÿ» тата «Самар–Шупашкар–Самар» авиарейссене пурнăçлать. Вĕçевсене «Cessna–208» сывлăш карапĕ пурнăçлать. Хальхи вăхăтра Шупашкарти аэропортра февралĕн 3,5,7 тата 10-мĕшĕсем валли билетсем сутаççĕ.
Шупашкартан Ĕпхÿ хулине самолет тунти кун, юн кун тата шăмат кун ирхине 9 сехет 55 минутра вĕçсе каять, палăртнă вырăна 14 сехетре вĕçсе çитет. Ĕпхÿ хулинчен Шупашкара вырăнти вăхăтпа 14 сехет те 40 минутра вĕçсе тухать, самолет Шупашкарта 15 сехетре пулать. Билет хакĕ 1775 тенкĕрен пуçласа 4770 тенкĕ таран.
Самар хулине самолет тунти кун, юн кун тата эрне кун 15 сехет те 35 минутра вĕçет. Кунти Курумоч аэропорта вăл 17 сехет 5 минутра вĕçсе çитет. Билет хакĕ 2075 тенкĕрен пуçласа 3305 тенкĕ таран.
Асăннă авиарейссем çинчен 301–487, 621–471, 622–245, 627–217 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме те пулать.
Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ М.Бабич 2013 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче регионри авиаци аталанăвĕн проектне пурнăçа кĕртесси тĕлĕшĕпе ирттернĕ канашлура та вĕçев рейсĕсен графикне çирĕп пăхăнса ĕçлеме кирлине палăртнă. «Атăлçи округĕнче пурнăнакансем вĕçев рейсĕсем яланах пулнине хăнăхчăр», – тенĕ вăл.