Вĕренÿре те, спортра та маттур
Вĕренÿре те, спортра та маттур
Дария Семенова Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: вĕренÿре пур предметсемпе те «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, спортра та малтисен ретĕнче, художество ăсталăхĕ те яр-уççăн палăрса тăрать…
Вĕренÿре кĕнеке вулама юратни питĕ пулăшать. Хăйне мĕн кирлине вуласа пĕлме вăхăт та тупать, чăтăмлăх та çитерет. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕчĕкренпех хăнăхнă. Ахальтен мар пĕлтĕр республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Проект ĕçĕсен хÿтĕлевĕсене те кашни çулах хутшăнать Даша. Вăл хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕсем тăватă çул ĕнтĕ районти наукăпа практика конференцийĕсенче призлă вырăнсене çеç йышăнаççĕ.
Спорт вара унăн пурнăçĕнче вăй-хал, хастар кăмăл, хавхалану çăл куçĕ. Дашăна спортпа явăçтаракансем – тăван çемье тата пĕрремĕш физкультура учителĕ Александр Валерианович Егоров. Виçпÿрт шкулĕ-нче вĕреннĕ çулсенче (1-6 классем) уроксем хыççăн Мария аппăшĕпе пĕрмаях спортзала васканă: баскетбол, волейбол вăййисене выляма хăнăхнă. Тĕрлĕ дистанцисенче чупма та тăван шкултах пиçĕхнĕ. Çавăнпах пуль 7-мĕш класа Шăмăршă шкулне çÿреме тытăнсан районти физкультура олимпиадинче яланах малти вырăнсене йышăнать. Юлашки çулсенче районта çăмăл атлетикăпа иртекен пĕр ăмăртуран та юлман. Кашнинчех çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Волейбол тата баскетбол вăййисем те унсăр иртмеççĕ. Даша «Районти чи лайăх баскетболистка» ята та тивĕçнĕ.
Кăçал вăл хĕрсен районти пĕрлештернĕ баскетбол командинче вылять (тренерĕ С.Сорокина). Çак кунсенче команда Канашри зона шайĕнчи ăмăртуран çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ, финала тухма пултарчĕ.
Çак уйăхра тата тепĕр пысăк çитĕнÿ савăнтарчĕ çамрăк спортсменкăна: Çĕнĕ Шупашкарта туризм ăмăртăвĕнче вăл 2-мĕш разряд нормине пурнăçланă (тренерĕ А.Еремеев).
Юрлама-ташлама та ăста Даша. Уйрăмах тăван халăх юрри-ташшине килĕштерет. Чылай çул ачасен «Виç- пÿрт çеçкисем» фольклор кружокне çÿренĕ. 2010 çулта чăваш халăх йăли- йĕркине кăмăллакан çамрăк артистсем «Пĕчĕк çеç путене» республика фестивалĕнче лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Ÿкерес ăсталăхĕ те самаях аталаннă. Районти «Шевле» конкурсра çĕнтерсе республикăра та хутшăннă.
2013 çулта, Дария «Туслăх хĕлхемĕ» ятлă республика наци культурин фестивалĕнчен виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа таврăннă. Вĕсемсĕр пуçне те республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнса дипломсемпе грамотăсене пайтах тивĕçнĕ вăл - Раççей Федерацийĕн патшалăх символикин историне пĕлессипе, «Манăн кĕçĕн тăван çĕр-шыв: çут çанталăк, культура, этнос» конкурсра тата ытти те.
КВН вăййисене те хаваспах хутшăнать вăл. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче шкул ачисен КВН команди сывă пурнăç йĕрки темăна сăнарлă уçса пачĕ. Районти Культура Керменĕн сцени çинче Даша чăн-чăн артистка! Хăй вара сывлăхне тĕреклетме ачаранпах вĕреннĕ: ир-ирех гимнастика тăвать, кашни кун сивĕ шывпа çăвăнать, хĕлле юр тăрăх çара уран çÿрет... Çапла хăнăхтарнă ачисене ашшĕ-амăшĕ. Канмалли кунсенче çемйипех, пурте пĕрле, йĕлтĕр- пе чупаççĕ, пăр çинче конькипе ярăнаççĕ!
Сăвăсем хайлать, калавсем çырать. Шкулти кашни мероприятие активлă хутшăнать…Тĕлĕнетĕп: епле пур çĕре те ĕлкĕрсе пырать вăл; Ăçтан вăхăт çитерет;
Чăннипех те, пултарулăх, талант пурах Дашăн! Республика Пуçлăхĕн стипендиатне малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пыма ăнăçу пултăр!