Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Культурăпа кану центрĕн директорĕ

Культурăпа кану центрĕн директорĕ

Карапай Шăмăршăри Г. Лукьянова (хĕр чухнехи хушамачĕ) пĕчĕкренех илемлĕ литература вулама юратнă. Çак туртăм унра библиотекарь пулас ĕмĕт çуратнă. 1976 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Галя Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищин библиотекарьсем хатĕрлекен уйрăма кайса кĕнĕ.

Икĕ çултан вăтам квалификациллĕ библиотекарь дипломне илсен тăван ялах ĕçлеме яни çамрăк специалиста питĕ савăнтарнă. Библиотека заведующийĕпе Л.Арбузовапа тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени ÿсĕмсем тума май панă. Ял çыннисем, шкулта вĕренекенсем валли вулав конференцийĕсем, литература сехечĕсемпе викторинăсем, ытти мероприятисем нумай йĕркеленĕ Людмила Ивановнăпа Галина Николаевна. Паллах, тĕрлĕ отрасль литературине ял çыннисене вулама пропагандăласси яланах малти вырăнта пулнă. Вырăс классикĕ-сен, чăвашсен паллă писателĕ-сен кĕнекисене халăха вулама сĕнессине уйрăмах пысăк тимлĕхре тытнă. Кĕнеке вулакансен йышĕ çулран-çул ÿссех пынă. Тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесен выставкисем йĕркелесси те манăçа юлман. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Карапай Шăмăршăри вулав çуртне темиçе хутчен те «Районти чи лайăх библиотека» хисеплĕ ят парса чысланă.

Ялти ĕçчен те сăпайлă каччăпа – Петр Петьковпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ çамрăк специалист. Туслă çемьене илем кÿрсе кил-йыша икĕ хĕр пĕрчи хутшăннă.

1986 çулта Галина Николаевна районти çамрăк библиотекарьсем хушшинчи конкурсра çĕнтерсе республика шайĕнчи мероприятие те хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Шупашкарти сцена çинче те лайăхпа палăрнă вăл.

Професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе, ĕçленĕ хушăрах, Г.Петькова заочнăй майпа Хусанти культурăпа искусство институчĕн библиотечнăй факультетĕнче те вĕреннĕ. Пилĕк çултан ăна ăнăçлă пĕтернĕ.

Ялти библиотекăра пĕр штат кăна хăварсан Г.Петькова 1997 çулта вырăнти вăтам шкула ĕçлеме куçнă.Çав çулах Шупашкарти университетра, чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче заочнăй майпа вĕренме тытăннă. Çĕнĕ ĕçре те пуçаруллăн тата пысăк хавхаланупа ĕçлесе пынă Галина Николаевна. Ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентес, çак предметсемпе тивĕçлĕ пĕлÿ парас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ учительница. 2003 çулта районти педагогсен конкурсĕнче те вăй виçнĕ.

Шкулта 10 çул вăй хунă хыççăн пĕр хушă ял поселенийĕн администрацийĕн специалисчĕ пулса ĕçленĕ. 2011 çултанпа Г.Петькова культурăпа кану центрĕн директорĕнче тăрăшать.

Галина Николаевна ертсе пынипе учрежденире культурăпа массăллă мероприятисем нумай иртеççĕ. Кашни уяврах ял çыннисем культура çуртне пухăнаççĕ. Вĕсене илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем, çав шутра «Шăнкăрав» фольклор коллективĕ (купăсçисем – В.Ивановпа В.Столяров ĕç ветеранĕсем), учительсен вокал ансамблĕ- унта В.Медведева, И.Яковлевапа Н.Купташкина тата Ю.Ермолаев юрлаççĕ (аккомпаниаторĕ – Н.Медведева баянист), ачасен ташă ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи– А.Нефедова), Н.Полякова, А.Измайлова, М.Кудряшова солистка–вокалисткăсем тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

«Шăнкăрав» фольклор ушкăнне кашни çул тенĕ пекех республика уявне чĕнсе илеççĕ. Чăннипех те, мухтамалăх пур çав пултаруллă коллектива. Хĕрарăмсем илемлĕн юрлама-ташлама тата такмак калама пуçласан чун-чĕре чи ачаш туйăмсемпе тулать. Аккомпаниаторĕсем те – ялти чи ăста купăсçăсем.

Культурăпа кану центрĕнче ялти чи сумлă та хисеплĕ ĕçченсене сцена çинче чысласси – йăлана кĕнĕ ырă пулăм. Иртнĕ çул вĕçĕнче акă портрет-каçра Г.Елисеевпа В.Столяров ĕç ветеранĕсене 75 çулхи юбилейĕсемпе, нумай ача амăшне П.Елисеевана 90 çулхи юбилейĕпе саламланă, ăшă сăмахсем каласа юрăсемпе савăнтарнă.

Культура ĕçченĕн ялан шыравра пулмалла, ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курмалла. Пĕр мероприяти иртет – теприн пирки шутламалла. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен мероприятийĕсем хыççăн, январĕн 25-мĕшĕнче, культура учрежденийĕнче çамрăксен кану каçне – Татьяна кунне ирттереççĕ. Кайран вара Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявне, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă мероприятисем пулаççĕ. Культурăпа кану центрĕн директорне Галина Петькована ĕçре Ольга Тимофеева библиотекарь сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Чылай мероприятие пĕрле йĕркелеççĕ вĕсем.

Г.Петькова ялти обществăлла ĕçсенче те хастар. Галина Николаевна 15 çул пĕр улшăнми ял тăрăхĕнче хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Депутатсене суйланă тапхăрта суйлав комиссийĕн ĕç-хĕлне активлă хутшăнать. Ăна хăйне те ял-йыш темиçе хутчен те ял Совечĕн депутатне суйланă.

Хĕрÿ ĕçре çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ. Çак кунсенче Г.Петькова хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, икĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, виçĕ мăнукĕ, тăванĕсем, тантăшĕсем, ĕçтешĕсем, кÿршисем ăшшăн саламларĕç, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Хăйне каллех район администрацийĕн Хисеп грамотипе чыслани те Галина Николаевнăна чунтанах савăнтарчĕ. Апла пулсан, унăн кулленхи пархатарлă ĕçне ял çыннисем тивĕçлипе хаклаççĕ, культура учрежденийĕн ертÿçине хисеплеççĕ.

– 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннă май, ятарлă ĕç планĕ çырса хатĕ-рлерĕмĕр, – терĕ Г.Петькова. – Кăçал ял çыннисен канăвне тата туллинрех те интереслĕрех йĕркелес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлĕпĕр.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 января 2014
13:38
Поделиться