Елена Малышева патĕнче – хăнара
Çĕнĕ Çул умĕн Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем Елена Малышева Пĕрремĕш каналпа ертсе пыракан «Жить здорово!» кăларăмри «Наци кухни тата апат-çимĕç» рубрикăра ÿкерĕннĕ.
Чăваш кĕвви янăраса кайсан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Анатолий Волковпа Ираида Карпова юрăç чăваш ялавне йăтса тухнă, телекуравçăсене чăвашла сывлăх суннă, çăкăр-тăвар ас тивтернĕ. Çавра çăкăра Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Ванеева пĕçернĕ-мĕн. Сывă пурнăç йĕрки пирки сăмах пуçарса вĕсем телекуравçăсене чăваш кухнинчи сахал калориллĕ сухан нимĕрĕпе тата сĕтпе пĕçернĕ пулă яшкипе паллаштарнă. Асăннă çимене те Раççейĕн тĕп хулинчи чăвашсен ентешлĕхĕн маттурĕсем – Ирина Пономарева, Галина Кудряшова тата Ираида Карпова – хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне вĕсем килĕсенче чăвашăн 20 тĕрлĕ апатне янтăланă, вĕсене телекурава илсе пынă. Сăмах май, ăста кил хуçи хĕрарăмĕсем Шупашкар, Патăрьел, Сĕнтĕр-вăрри тăрăхĕсенче çуралса ÿснĕ.
Чăваш апачĕн рецепчĕ-семпе паллаштарассине вара арçынсене шаннă. Николай Кузьминпа Борис Штанько ку ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланă. Вячеслав Ильин саппасри полковник вара Атăл пуллисем, вĕсен сиплĕхĕ пирки каласа панă. Апата мухтатăн тăк ăна, паллах, тутантарса кăтартмалла. Кăларăм ертÿçине те, студири хăнасемпе куракансене те чăваш апачĕ кăмăла килнĕ.
Кăларăма ÿкернĕ вăхăтра Етĕрне районĕнче çут тĕнчене килнĕ Светлана Илларионова медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Унта çавăн пекех Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Стеклов полковник та хутшăннă. Ентешĕмĕрсем эфира пурте чăваш наци тумĕпе тухнă. Кăларăма ертсе пыракан тухтăрсене чăваш çи-пуçĕн капăрлăхĕ тĕлĕнтернĕ. Мускаври чăвашсем хамăр культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарнă чухне тĕрлĕ сувенирпа, тĕрленĕ салфеткăсемпе, пит шăллисемпе, чăваш кĕпиллĕ пуканесемпе усă курнă. Кăларăм питĕ ăш пиллĕ пулса тухнă. Елена Малышевăна Мускавра чылай çул пурăнакан чăвашсем хăйсен чĕлхине манманни те тĕлĕнтернĕ.
Эпир вара асăннă кăларăма март уйăхĕн 3 тата 12-мĕшĕсенче Пĕрремĕш каналпа ирхине тăхăр сехетре курма пултаратпăр.