Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Усăллă тĕл пулу

Çак кунсенче Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçне Шупашкар – Чăваш митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн IV округĕн (Шăмăршă районĕн) священникĕсем пухăнчĕç. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вĕсене пушар хăрушсăрлăх йĕркисем пирки ăнлантарчĕç.

Мероприяти священниксем пушар чаçĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Пушар чаçĕн начальникĕ А.Фомин пушарнăйсем мĕнлерех йĕркепе ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕ, вут-çулăма сÿнтермелли автомашинăсене, пушарпа кĕрешмелли ятарлă хатĕрсене кăтартрĕ. Дежурствăри караул гидравликăллă авари-çăлав инструменчĕ тата сывлав аппарачĕ мĕнлерех ĕçленине кăтартса пачĕ.

Кун хыççăн священниксем пушар чаçĕн актовăй залне кĕчĕç. Надзор ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн начальникĕ, шалти служба майорĕ А.Кляжев вĕсене 2013 çулхи пушарсемпе çыхăннă оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кунсăр пуçне 2012 тата 2013 çулсенче Чăваш Республикинчи хăш-пĕр чиркÿсенче пулса иртнĕ пушарсене, вĕсен сăлтавĕсене те асăнчĕ. А.Кляжев çавăн пекех чиркÿсенчи пушар хăрушсăрлăх йĕркисем тата требованисемпе нормăсем пирки те ăнлантарчĕ. ВДПОн районти уйрăмĕн председателĕ И.Крылова огнетушительсем мĕнлерех йĕркепе ĕçленине кăтартрĕ.

Надзор ĕçĕн сотрудникĕсем священниксене пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă калаçусене Турра ĕненекенсем хушшинче мĕнлерех йĕркелемеллине те каласа пачĕç.

Мероприяти вĕçленсен Шăмăршă округĕн благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей пушар хуралĕн ĕçченĕсене тĕл пулăва усăллă та интереслĕ йĕркеленĕшĕн тав турĕ, йывăр та пархатарлă ĕçре Турă пулăшăвĕпе малашне те тÿсĕмлĕ вăй хума ăнăçу сунчĕ.

Г.ИЗМАЙЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2014
14:13
Поделиться