Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул ачисем – ватăсем патĕнче

Ватлăх çитсен, шел пулин те, хăш-пĕрисен пĕчченлĕхре пурăнма тивет. Вĕсемшĕн вара хаваслă уяв та кичем пек туйăнать. Паллах, çакăн пек ватăсем патне кайса, сăмахпа та пулин хавхалантаракансем пирĕн районта самаях. Вĕсем пенсионерсемпе инвалидсене пĕтĕм чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе савăнтарма хатĕр. Çак кунсенче районти ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра пурăнакансене Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 3 «б» (класс ертÿçи С.Юхвитова) тата 4 «а» (ертÿçи И.Хафизова) класссенче вĕренекенсем çывхарса пыракан Çĕнĕ çулпа саламланă. Ачасем, паллах, пушă алăпа кайман. Вĕсем ватăсене чăрăш çине çакмалли теттесем, хăйсем ăсталанă парнисем парса савăнтарнă. Çĕнĕ çул чăрăшне пĕрлехи вăйпа капăрлатни те – ватăсемшĕн пысăк савăнăç. Чи пахи вара – вĕсене сума суни, хисеплени, йывăр вăхăтра тимлĕх уйăрни.

Юлашкинчен ачасем ватăсене ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.

В.ХОРЬКОВА



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 декабря 2013
08:21
Поделиться