Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.Шуряков – абсолютлă чемпион

Кире спорчĕн тĕрлĕ шайри ăмăртăвĕсенче Владимир Петрович спорт ветеранĕсем хушшинче кашнийĕнчех малти вырăна тухать.

Çак кунсенче пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр кире спорчĕн Чăваш Республикинче мала тухассишĕн пынă чемпионатра тата йăлана кĕнĕ «Хыпар» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри XXX турнира хутшăннă. Спорт ветеранĕсем хушшинче – унта ытти регионсенчен килнĕ спортсменсем те вăй виçнĕ – хăйĕн виçинче 16 килограмлă кире пуканĕсемпе икĕ енлĕ ăмăртса, пурĕ 231 очко пухса В.Шуряков Пĕтĕм Раççейри абсолютлă чемпион пулса тăнă. Судьясен коллегийĕ Владимир Петровича Кубокпа, ылтăн медальпе тата сумлă Дипломпа наградăланă.

Кукеçри ăмăртусенче чаплă çĕнтерÿ тунă ятпа В.Шурякова ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те район чысне сумлăн хÿтĕлеме ăнăçу сунатпăр.

И.АНАНЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2013
10:32
Поделиться