Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем – республика чемпионĕсем

Акă Чăваш Республикинчи арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче Шупашкарта йĕркеленĕ дзюдо мелĕпе кĕрешекенсен чемпионатĕнче Анастасия Нугаева 63 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче хĕрсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Спорт шкулĕн выпускникĕсем Игорь Ефимовпа Александр Дудкин та (Раççей спорт мастерĕ) хăйсен виçе категорийĕсенче виççĕмĕш вырăна тухнă.

Чăваш Республикинче самбо мелĕпе кĕрешекенсем хушшинче мала тухассишĕн йĕркеленĕ ăмăртура яшсен кĕçĕн ушкăнĕнче Михаил Попов пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Чăваш Енре дзюдо мелĕпе кĕрешессипе 1997–1998 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем хушшинче ирттернĕ ăмăртура Иван Филиппов выпускник – вăл халĕ Олимп резервĕсен Ульяновскри физкультурăпа спорт техникумĕнче вĕренет – 66 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче пĕрремĕш пулнă. Николай Шиллер – виççĕмĕш (81 килограмм таранчченхи виçере), Анастасия Нугаева – иккĕмĕш вырăнсенче.

А.Ичанкин, тренер-преподаватель.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2013
10:50
Поделиться