Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрлешÿре – халăх вăйĕ

Эпĕ хамăра нумай çул хушши пăшăрхантарнă ыйту çинче чарăнса тăрасшăн. Ку вăл – Асанкассинчи Р.Козлов ячĕпе хисепленекен Хĕвел тухăç енчи урам пирки. Эпĕ пĕр статьяра çакăн çинчен сăмах хускатнăччĕ. Чăнах та, кам туса парĕ-ха ку ĕçе пире?

Ял çыннисем пухăнса калаçнă хыççăн: «Хамăрăнах ку урама йĕркене кĕртмелле»,– терĕç. Ку тĕрĕс те пулчĕ. Малтан халăхран укçа пуçтартăмăр – унсăр нимĕн те тăваймастăн-çке, шел, хăш-пĕр хуçалăхсем кунта та хутшăнмарĕç. Тепĕр кунах алла кĕреçесем тытса çула тикĕслесе тухрăмăр, шыв кÿленсе выртакан вырăнсене уçса ярса канавсем турăмăр, кĕпер айĕсенчи вырăнсене тасатрăмăр. Пĕр эрнене яхăн пычĕç ку ĕçсем.

Çанталăк кăшт шăнтсанах, çÿреме юрăхлă пулсан, хăйăр турттарса сарас терĕмĕр. Техникăпа Пăчăрлă Пашьел администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Васильевич Угарин пулăшса пычĕ. Тавах ăна уншăн. Çак ĕçе йĕркелесе туса пыракан та кирлĕ вĕт. Ку ĕçе веçех хăй çине Лев Митрофанович Инголов илчĕ. Пултаруллă вăл, хăйĕн тракторĕпе çула тикĕслесе йĕркене кĕртсе пычĕ. Ял халăхĕ кĕреçесемпе пулăшса салатса пычĕç. Пултаруллă Лев Митрофановича тав сăмахĕ калас килет. Ку ĕç пĕтĕмпех вĕçленмен-ха, хĕл иртсен тепĕр çул хăйăр çине вак чул сарса хытарасшăн. Çавах та çул çинчи пĕтĕм шăтăк-путăксене питĕрсе тикĕс çул турăмăр. Николай Карсаков тракторĕпе çула тикĕслесе йĕркене кĕртрĕ. Олег Кириллов укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Тавах пултаруллă та ăслă халăха. Пĕрлешсе ĕçлесен темĕн те тума пулать иккен, халăх вăйĕ çирĕп. Сăрта та тепĕр çĕре куçарса лартма пултарать вăл. Ку ĕçе активлă хутшăннă пур çынна та, çавăн пекех пуçаруллă ертÿçĕсене тав сăмахĕ каласшăн.

М.ВАНЮШИН.

Асанкасси ялĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2013
11:26
Поделиться