Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чун-чĕре ăшшине – ачасене

Районта пурĕ 78 инвалид ача шутланать. Вĕсене патшалăх кашни уйăхрах 8861 тенкĕ пенси укçи тÿлесе тăрать. Кунсăр пуçне инвалид ачасем 1183 тенкĕ (ЕДВ) укçа тата социаллă пакет (унăн сумми 839 тенкĕпе танлашать) илеççĕ. Çавăн пекех вĕсене, врачпа эксперт комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, реабилитаци хатĕрĕсемпе те тивĕçтереççĕ.

Тÿлевсĕр путевка уйăрасси те манăçа юлмасть. Кăçал çу кунĕсенче 2 инвалид ача республикăри ача-пăча лагерĕнче канса хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.

Пĕчĕкрен инвалид пулса ÿсекен ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас, вĕсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелес тĕллевпе патшалăх укçа-тенкĕ уйăрать. Районти вĕренÿ учрежденийĕсене инвалид ачасем чăрмавсăр кĕмелли-тухмалли пандуссем тунă, çак условисене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕç малалла пырать.

Шкулсене 23 инвалид ача çÿрет. Кунсăр пуçне 2 ачана учительсем киле пырса вĕрентеççĕ.

Пĕчĕкрен инвалид пулса ÿсекен тата сывлăх тĕлĕшпе çирĕпех мар ачасем валли Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ятарлă кабинет (сенсорный) йĕркеленĕ. Унта пĕр пÿлĕмре – датчиклă, ятарлă программăллă компьютерсем, тепринче – ятарлă тренажерсем, çутă-сасă оборудованийĕ тата ытти те. Вĕсене пĕтĕмпех Федераллă программăпа («Доступная среда») килĕшÿллĕн туяннă.

Пĕчĕкрен инвалид пулса ÿсекенсене, сывлăх тĕлĕшпе çирĕпех мар ачасене çемьере, шкулта кăна мар, урамра, обществăлла вырăнсенче те пулăшма тăрăшасчĕ. Вĕсем пирĕн чун ăшшине туйсах тăччăр.

Н.ЕНДИЕРОВ, районти социаллă пайĕн начальникĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 декабря 2013
11:44
Поделиться