Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Усăллă семинар

Унта республикăн тĕп хулинчи 40 тата 49-мĕш шкулсенчи 13 вĕренекенпе 5 педагог хутшăнчĕ.

Виçĕ кун хушшинче ачасем «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн территорийĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Е.Синичкин наука сотрудникĕ, вĕренекенсене хушма пĕлÿ паракан П.Омельченко педагог «Эко-тĕлĕнтермĕш» экологи арт-сукмакĕ тăрăх экскурси ирттерчĕç. Семинара хутшăнакансемшĕн çавăн пекех «Аваллăх алăкне уçса» этно-экологи тата «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем» экологи сукмакĕсем те кăсăклă пулчĕç. Вĕсенче курмалли, пĕлмелли, сăнамалли темĕн чухлех.

Паркпа паллашнисĕр пуçне ачасем теори пĕлĕвĕ те илчĕç, ытти тăрăхсенчи заповедниксемпе заказниксен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕç. Вĕсене çавăн пекех пĕтсе пыракан, сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен шăпи те интереслентерчĕ.

Кунсăр пуçне çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем парк территорийĕнче тĕл пулакан лишайниксене тĕпчес тĕлĕшпе экспедици йĕркелерĕç.

С.ПАВЛОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 декабря 2013
13:47
Поделиться