Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем – иккĕмĕш

Шăмăршă районĕнчи «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн командин йышĕнче район администрацийĕн тĕп специалисчĕ В.Антонов, районти «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнчи ача-пăча спорт шкулĕн преподавателĕ Э.Концова тата «Межрегионгаз» пĕрлешĕвĕн Патăрьел территори управленийĕн техникĕ Е.Кузьмин «единоруссем» пулнă.

Эстафета майĕпе иртнĕ çивĕч кĕрешÿре партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн ишевçисен команди çĕрпÿсене икĕ çеккунт çеç выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă, партин Чăваш Ен регионĕн иккĕмĕш степеньлĕ Дипломне тата кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Команда членĕсене виççĕшне те хаклă парнесем – электричество вăйĕпе ĕçлекен аш арманĕ (мясорубка) парса чыс тунă.

Кунсăр пуçне командăри Эмилия Концова ишевçĕ (Васан ялĕнчен) хĕрарăмсем хушшинче стартра чи лайăх иккĕмĕш кăтарту тунăшăн кĕмĕл медаль, иккĕмĕш степеньлĕ Диплом тата тепĕр хаклă парнене тивĕçнĕ.

Чаплă çитĕнÿ тунă ятпа, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă май, районти ишевçĕсене «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политика канашĕ хĕрÿллĕн саламлать.

П.Фомин, «Единая Россия» партин районти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 декабря 2013
13:48
Поделиться