Прививка грипран хÿтĕлет
Вакцина сывлăхшăн пачах та сиенлĕ мар. Ачасене, учрежденисемпе предприятисенче тăрăшакансене, ватă çынсене тÿлевсĕр прививка тума пуçланă та ĕнтĕ.
Грипп тата ытти респираторлă чирсем (ОРВИ) – тĕнчери пур ÿсĕмри çынсем хушшинче анлăн сарăлнă инфекци чирĕсем. Кĕтмен-çĕртен ÿт температури ÿсме, вăй-хал чакма, сунас, ÿслĕк пуçлансан пĕлсех тăрăр: çаксем грипп паллисем. Инфекцин ытти чирĕсемпе танлаштарсан, грипп йывăртарах формăпа иртет, урăх чирсене пуçарма пултарать (бронхит, пневмони, отит тата ытти те).
Грипп ерни уйрăмах ватă çынсемшĕн хăрушă. Вĕсен организмĕн чир-чĕрпе кĕрешеслĕхĕ вăйсăрланнă, вăраха кайнă чирсене пула грипп йывăрпа иртет. Малтанхи чирсем вĕрĕлме пуçлас хăрушлăх та пысăк. Пĕчĕк ачасемшĕн те грипп питĕ сиенлĕ. Вĕсене пĕтĕмпех чиртен сыватса çитерме вăхăт нумай иртет.
Грипран хÿтĕленмелли чи шанчăклă меслет – вакцинопрофилактика. Республикăра, çав шутра районта та, грипп тата ОРВИ чирĕсем пуçланас умĕнхи тапхăрта халăх хушшинче профилактика ĕçне туса ирттереççĕ. Вакцинаци грипп чирĕпе чирлессине икĕ хут чакарать. Прививка илнисене çак чир çаклансан та, вăл çăмăлтарах формăпа иртет, ытти чирсене пуçармасть.
Грипп тата ОРВИ сезонĕ пуçланас умĕнхи тапхăрта çынсен С витаминпа пуян пахча-çимĕçпе улма-çырла çимелле, ытларах уçă сывлăшра çÿремелле, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче сахалтарах пулма тăрăшмалла. Паллах, кил-çуртри пÿлĕмсене тасалăхра тытмалла, форточкăсене уçса уçăлтармалла, гигиена йĕркисене кашнийĕнех çирĕп пурнăçламалла. Кун пек чухне грипп ерес хăрушлăх пĕчĕкленет.
Çÿлерех асăннă чир пуçламăшĕ палăрсанах медицина учрежденине килмелле, медработникран пулăшу ыйтмалла. Килти сиплев режимне çирĕп пурнăçласан грипп çăмăлтарах иртсе кайĕ.
Е.Долгова, врач-инфекционист.