Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни ыйтăвах – пĕлтерĕшлĕ

ХАЛЬХИ вăхăтра районти тĕп тĕллевсем – приоритетлă наци программисене пурнăçласси. Район администрацийĕнче администраци пуçлăхĕн çумĕсемпе, структура уйрăмĕсен ертÿçисемпе, организацисемпе учрежденисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев шăпах çак ыйтусем çинче ытларах чарăнса тăнă.

Валерий Петрович палăртнă тăрăх, асăннă программăсем пурнăçа кĕрсе пыни халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма май парĕ. Ачасемех, акă, тарăн та паха, тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илеççĕ, çынсем медицина пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли майсемпе усă кураççĕ. Çавăн пекех, ялсенче пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантараççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илеççĕ. Районта çĕнĕ çуртсем те нумай çĕкленеççĕ, вĕренÿ учрежденийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ, шкулсене ку чухнехи çĕнĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ, вĕрентекенсен ĕç укçи те тивĕçлĕ шайра.

Халăх сывлăхне сыхлас ĕç те аякка тăрса юлмасть: сиплев учрежденийĕсем çĕнĕ медицина оборудованийĕпе пуянланаççĕ. Кашни ялта тенĕ пекех фельдшерпа акушер пункчĕсене, врач практикин пĕтĕмĕшле офисĕсене уçнă.

Ял хуçалăхĕ те пĕр вырăнта тăмасть: тĕрлĕ харпăлăхри хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилеççĕ, çĕнĕ таварлă сĕт-çу фермисем тăваççĕ. Фермер хуçалăхĕсем те аталансах, вăй илсех пыраççĕ.

Канашлури тепĕр ыйту – Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе кĕтсе илесси. Çавна май предприятисемпе организацисен çурчĕсене илемлетсе уяв сăнĕ кĕртмелле. Чи кирли – елкăсем ирттернĕ чух пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни. Çĕнĕ çул вăхăтĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç культурине ÿстерес, фасадсене, вĕсем патне пыракан тăрăхсене эстетика тĕлĕшĕнчен илемлетес, учрежденисемпе предприятисен çурчĕсене уяв сăнĕ кĕртес тĕлĕшпе районта конкурс ирттерме палăртнă.

Хĕллехи тапхăрта çул-йĕр ыйтăвĕсем те çивĕчленеççĕ. Çул-йĕр ăстисен тĕп тĕллевĕ – çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси, çулсем пăрлă вăхăтра ятарлă реагентсемпе усă курасси. Район администрацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулсене юртан тасатнă çĕрте ятарлă 14 техника единици ĕçлет, хăйăрпа тăвар хутăшне 2800 тонна таран хатĕрлесе хăварнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна та палăртса хăварнă: тĕп çулсене юртан тасатнипе кăна çырлахмалла мар, урамсемпе тăкăрлăксем те манăçа ан юлччăр.

Канашлура çынсене грипран сыхланма вакцинаци тăвас ыйтăва та хускатнă. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе районта лару-тăру начар мар. 2013–2014 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче 3765 çынна прививка тума палăртнă. Паянхи кун тĕлне шкулсенче вĕренекенсене пурне те, аслисен пысăк йышне прививка тунă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 декабря 2013
13:49
Поделиться