Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрлăхсем пахалăхлă пулччăр

Паянхи кун тĕлне вăрлăхсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. 1198 тонни е 57 проценчĕ стандартсене тивĕçтерет, кондициллĕ шутланать.

«Карлинская» агрофирма» акционерсен хупă обществинче, «Колос» агрофирма» сахал яваплă обществăра, «А.К. Хлюкин» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăрлăхсем пĕтĕмпех, «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче тата «А.Ф.Денисов» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем 70 процент кондициллĕ шутланаççĕ.

Ытти хуçалăхсенче те вăрлăхсене кондицие çитерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

И.ЯКУШОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2013
09:25
Поделиться