Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тренингсем пулăшнипе

Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр 46 çын психологи пулăшăвĕ илнĕ, вăл шутран 2-шĕ – инвалидсем, 16–29 çулхисем – 7-ĕн, организацие пĕтернине е штатсене чакарнине пула ĕçсĕр юлнисем – 24-ăн, нумай вăхăт ĕçлемен хыççăн çĕнĕрен ĕç тупас текенсем – 6-ăн. Кăçал центрта темиçе тренинг ирттернĕ: «Ăнăçу хăвăнтан пуçланать», «Хутшăнусен ăсталăхĕ», «Палăртнине пурнăçа кĕртесси». Вĕсен вăхăтĕ-нче хирĕçÿсĕр хутшăнусен, сиксе тухнă лару-тăрăва тишкерсе тухса хак парас тата ытти ыйтусене хускатнă, сÿтсе явнă.

Психологи пулăшăвĕ парас ĕçĕн эффективлă тĕп форми – уйрăм тата хутăш методикăна пĕтĕçтерни. Кун пек чухне социаллă-психологиллĕ уйрăмлăхсене те тĕпе хума тивет.

Тренингсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 20 çынна ĕçе вырнаçтарма май килчĕ.

С.КУЗЬМИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 декабря 2013
09:29
Поделиться