Патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ
Шăмăршă районĕнче пурĕ 1422 инвалид пурăнать. Çав шутран 194-шĕ – пĕрремĕш ушкăн, 486-шĕ – иккĕмĕш ушкăн, 664-шĕ – виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Кунсăр пуçне ачаран инвалид пулса ÿсекенсем (18 çул таран ÿсĕмрисем) – 78-ăн.
Пирĕн районта инвалидсене пулăшу парасси тĕллевлĕн пурнăçланса пырать. Инвалидсем, саккунпа килĕшÿллĕн, патшалăх уйăракан çăмăллăхсен пĕр пайне укçан илеççĕ (ЕДВ). Пĕрремĕш ушкăнрисене – 1992 тенкĕ, иккĕмĕш ушкăнрисене – 1183 тенкĕ, виççĕмĕш ушкăнрисене – 779 тенкĕ, инвалид-ачасене 1183 тенкĕ тÿлеççĕ. Кунсăр пуçне социаллă пакета та тивĕçеççĕ. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса соцпакет виçĕ пайран тăрать: эмелсем, санаторипе курорт тата транспорт пулăшăвĕсем. Соцпакетăн пĕтĕмĕшле хакĕ 839 тенкĕпе танлашать: çав шутран эмел – 646 тенкĕ, санаторипе курорт пулăшăвĕ – 100 тенкĕ, транспорт тăкакĕсем 92 тенкĕ йышăнаççĕ. 2013 çулта районти 22 инвалида санаторипе курортра сипленме путевка уйăрнă.
Чăваш Республикин «Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли социаллă пулăшу форми çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа инвалидсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен 736 тенкĕ уйăраççĕ.
2013 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне районти халăха социаллă пулăшу паракан пайри учетра пĕтĕмĕшле чир-чĕрсемлĕ 1344 инвалид, ача-инвалидлă 78 çемье учетра тăрать. Кăçалхи пĕтĕмĕшле тÿлевсен сумми 11 миллион та 284 пин тенкĕпе танлашать.
Районти халăха социаллă пулăшу парас тĕлĕшпе ĕçлекен центр специалисчĕсем пĕччен пурăнакан инвалидсен пурăнмалли условийĕсене кашни уйăхрах тĕрĕслесе тăраççĕ. Çак кунсенче центра инвалидсен реабилитацийĕн техника хатĕрĕсене (çитĕннисем валли те, ача-инвалидсене усă курмалли те) – кресло-коляскăсем, кресло-сĕтелсем кÿрсе килнĕ. Вĕсене инвалидсен килĕсенех леçсе парĕç.
Паллах, инвалидсене патшалăх уйăракан пулăшу сисĕмлĕ. Анчах та вĕсем валли хамăрăн чун ăшшине те шеллес марччĕ. Нушаллă çынсене Инвалидсен кунĕнче кăна мар, ытти вăхăтра та май килнĕ таран пулăшма тăрăшасчĕ. Ырă туни пирĕн пата ырăпах таврăнĕ.
Н.ЕНДИЕРОВ, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.