Экологи темипе – заняти
Кĕске сăмах каласа семинара район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ А.Залалтдинова уçрĕ. Кун хыççăн Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕн воспитателĕ И.Гладкова хăй ĕçлекен пĕчĕккисен ушкăнĕпе тăван тавралăха хÿтĕлессипе çыхăннă заняти ирттерчĕ.
Кунта çакна та каласа хăвармалла. И.Гладкова маларах, юр çăвиччен, пĕчĕккисене тăван тавралăх илемĕпе паллаштарнă, çырма-çатраллă вырăнсене илсе кайса кăтартнă. Хăш-пĕр вырăнта пластик савăтсем, тĕрлĕ ăпăр-тапăр сапаланса выртни, вĕсем тăван тавралăха илемсĕрлетни пирки ачасем воспитателе пĕлтернĕ. Ирина Валерьевна, паллах, çакăншăн пĕчĕккисене мухтанă, тăван тавралăха пурин те – çитĕннисен те, ачасен те – тасалăхра тытмалли, ун илемне пăсма юраманни çинчен ăнлантарнă. Пĕрлех воспитатель тăван тавралăх илемне сăнлакан е ăна пăсакан вырăнсене цифрăллă фотоаппаратпа ÿкере-ÿкере илнĕ.
Семинар вăхăтĕнче вара И.Гладкова воспитатель пĕчĕккисемпе çак экскурсипе çыхăннă пĕтĕмлетÿ занятине йĕркелерĕ. Ирина Валерьевна заняти вăхăтĕнче хăй малтан ÿкернĕ фотоÿкерчĕксемпе те анлăн усă курчĕ (компьютер пулăшăвĕпе вĕсене экран çине пысăклатса кăларчĕ). Пĕчĕккисем тăван тавралăх хăйсене питĕ килĕшнине палăртрĕç тата унăн илемне пăсакан тĕксĕм ÿкерчĕксем мĕншĕн килĕшменнине те каларĕç. Пĕрлех ачасем тăван тавралăха кашнийĕнех тасалăхра тытмаллине тата ăна упрамаллине те асăнчĕç.
В.Бородова воспитатель ертсе пынипе пĕчĕккисем вăйă-конкурсра ăмăртрĕç, çут çанталăк темипе çыхăннă сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Вĕсене музыка ертÿçи Ф.Малов пулăшса пычĕ.
Мероприятие малалла тăсса, семинара килнĕ педагогсем тата шкул ачисемпе ача сачĕн воспитанникĕсем вырăнти музее кĕчĕç. Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ ячĕпе хисепленекен шкул музейĕнчи тĕрлĕ экспонатсемпе, стендсемпе тата управри тĕрлĕ материалсемпе Л.Смирнова учительница паллаштарчĕ. Кун хыççăн И.Гладкова воспитатель кĕскен çак ял çыннин – Владимир Бараев-Сĕркке поэт-патриотăн пурнăçĕ тата литературăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Пурăннă пулсан, Владимир Васильевич декабрĕн 5-мĕшĕнче 93 çул тултармаллаччĕ. Питĕ шел, минометсен взвочĕн командирĕ В.Бараев лейтенант 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче Сталинград таврашĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Пултаруллă ентешĕмĕр вăрçă умĕнхи çулсенче «Али-паттăр»(поэма-юмах) тата «Кавказ хăнисем» (очерксен пуххи) кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Поэт-патриот фронтран çырса янă «Лев-Арăсланăма-ывăлăма», «Юлташа», «Вĕçленмен çыру» тата ытти сăввисем те чăваш литературинче хăйсен сумлă вырăнне йышăннă.
Семинара пухăннă педагогсем кун хыççăн каллех вĕренÿ учрежденийĕн актовăй залне пухăнчĕç. А.Залалтдинова методист мероприяти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ, вăл тивĕçлĕ шайра тата пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕ, районти семинара ирттерме пулăшнăшăн пуçламăш шкул-ача сачĕн педагогĕсене чĕререн тав турĕ.
Л.КРАСНОВА, Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕ.