Кредит илни пулăшать
Çакна пулах «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци программи те районта пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Ку тĕлĕшпе çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшаççĕ.
Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, 896 хушма хуçалăх çак пулăшупа усă курнă, 246,8 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем Шăмăршă (289 хушма хуçалăх), Палтиел (129), Карапай Шăмăршă (121), Васан (103) ял тăрăхĕсенче уйрăмах йышлă пулни курăнать.
Çăмăллăхлă кредитпа хушма хуçалăхсенче ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, витесемпе хуралтăсене çĕнетме усă кураççĕ.
И.ХУРАСЬКИНА.
"Шăмăршă хыпарĕ"