Ачасен хăйсен прависене пĕлмелле
Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултах, акă, вĕренекенсене право пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе профилактика ĕçне активлă йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ. Çавна май кунта, специалистсем хутшăннипе, тĕрлĕрен темăсемпе калаçусем ирттереççĕ, йывăр çемьесенчи ачасен шăпипе, пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, этика нормисен енĕпе класс тулашĕнчи мероприятисене йĕркелеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем те ĕçлĕ лару-тăрура иртеççĕ – пĕрле сÿтсе явмалли, канашламалли сахал мар.
Вĕренекенсемшĕн, паллах, ача прависен Конвенцийĕ те, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ те интереслĕ. Мĕншĕн тесен, вĕсенчи чылай статьясем шăпах ачасемпе çыхăннă.
Вĕсемпе паллашни те воспитани ĕçĕнчи питĕ вырăнлă, усăллă, профилактика тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ. Ачасен те, çитĕннисемпе пĕрлех, хăйсен прависем çинчен йăлтах пĕлмелле, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумалла.
Вĕренекенсем хушшинче профилактика ĕçне йĕркелесе пырасси – нумай енлĕ, чăннипех кăткăс ĕç, вăхăта та нумай илет. Право йĕркисене пăсасран асăрхатарасси спецификăллă тĕллевсенчен пĕри шутланать, ку ыйтăва урăх нимĕнле социаллă структура та татса пама пултараймасть. Çемье пирки – урăх сăмах. Профилактика ĕçĕсен пуçламăш тапхăрĕ – ачасене аталанма тивĕçлĕ условисем туса пани, кризислă лару-тăрăва вăхăтра татса парасси. Профилактика логики те çакнах çирĕплетет.
Профилактика ĕçне шкулти уроксем хыççăнхи ĕçсен анлă структурине тĕпе хурса йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта, паллах, ачасен ÿсĕмне те шута илме тивет. Шкулти хăй тытăмлăх управленийĕн тĕп шăнăрĕ – корпоративлăха тытса пырасси. Апла пулсан, шкул ачасем хăйсен тĕллевĕсемпе пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли вырăн пулса тăрать.
Профилактика ĕçĕсен тĕп ăнлавĕ çакăнта: ачасем хăйсене яланах йĕркеллĕ тытчăр, тĕрĕс çултан ан пăрăнччăр, вĕсен тавра курăмĕпе тĕрлĕ енлĕ интересĕсем ÿссе, малалла аталанса пыччăр. Çакна аслисен те тимлĕхре тытмалла.
Воспитани ĕçне йĕркелесе пырасси тата лайăхлатасси те – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Гражданла правопа культура аталанăвĕ ку чухнехи Раççейĕн гражданла обществин йĕркеленÿ процесĕ пулса тăрать. Çакă малашне çамрăксене çĕр-шывпа общество пурнăçне пысăк ăнланупа хутшăнма май парĕ, социаллă ыйтусене татса пама та çăмăлтарах пулĕ.
В.ХОРЬКОВА, ачасен прависене хÿтĕлекен районти территори представительствин
уполномоченнăйĕ.