13 предметпа – олимпиада
Шкул ачисен творчество пултарулăхĕпе наука ĕçĕсен туртăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене кирлĕ вĕренÿ условисемпе тивĕçтересси – олимпиадăн тĕп тĕллевĕ.
Олимпиадăсем çирĕм пĕр предметпа иртĕç: вырăс, акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе, литература, математика, информатика, истори, право, обществознани, географи, биологи, экологи, физика, хими, технологи, ОБЖ, экономика, физкультура, астрономи, искусство (МХК) предмечĕсемпе.
Паянхи куна 13 предметпа олимпиада иртнĕ, çĕнтерÿçĕсем те паллă. Вĕсен республика шайĕнче те хамăр район чысне хÿтĕлеме тивĕ.
Çĕнтерÿçĕсене тата призлă вырăнсене йышăннисене уйрăммăн чыслĕç.
Енчен те ача регион шайне тухрĕ пулсан, ăна унти чи лайăх вĕренекенсен йышне кĕртĕç. «Вĕренÿ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, ача вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрне хутшăннă пулсан, ăна хăй кăмăллакан аслă вĕренÿ заведенине экзамен тытмасăрах кĕме ирĕк парĕç.
Иртнĕ çул та 21 предметпа олимпиадăсем иртнĕ. Унта 617 вĕренекен хутшăннă. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пĕрремĕш вырăн, Карапай Шăмăршăпа Палтиел вăтам шкулĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă.
Олимпиадăсенче ачасем ытларах вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене кăмăллани курăннă.
Е.КУДРЯШОВА, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ.