Журналист парни
Халĕ унăн вĕренекенĕсем хаçатçăн ĕçне малалла тăсаççĕ.
В.Чураковăн килти архивĕ те пуян. Унпа пурте усă курччăр, тет вăл. Çак кунсенче кăна-ха Василий Федорович район хаçачĕн 1967-2007 çулхи çыххисене Шăмăршăри централизациленĕ ял тăрăхĕн библиотекине парнелерĕ. Вĕсенче – тăван районăмăрăн хĕрĕх çулхи летопиçĕ, çĕршер те çĕршер çын шăпи. Чăн-чăн истори теме те юрать.
В.Чураков, журналист пулнисĕр пуçне, тавра пĕлÿçĕ пек те паллă. 2010 çулта вăл А.Драгуновпа пĕрле «Пасна çинчи Асанкасси» кĕнеке хатĕрлесе кăларчĕ. Ăна вулакансем ăшшăн йышăнчĕç, пысăк хак пачĕç. Çак кĕнеке те библиотекăра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупрĕ.
И.ХУРАСЬКИНА.
"Шăмăршă хыпарĕ"