Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Витесем хĕле хатĕр

Выльăх-чĕрлĕхе 2013-2014 çулхи тапхăрта хĕл каçарма тĕрлĕ йышши выльăх çимине 6242 тонна апат единици таран хатĕрлесе хăварма пултарнă. Ку вăл маларах планпа пăхнин 122 проценчĕпе танлашать е кашни условнăй выльăх пуçне 36,2 центнер апат единици тивĕçнине пĕлтерет. Халĕ тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 1899 тонна паха утă, 2294 тонна улăм, 4500 тонна сенаж, 7450 тонна силос упранать, 1964 тонна фураж янтăланă.

Хатĕрлесе хăварнă выльăх çимин пахалăхне тĕрĕсленĕ. Пĕрремĕш класлă утă, сăмахран, 56 процент, иккĕмĕш класли – 31,1 процент. Сенаж йăлтах пĕрремĕш класлă, силосăн 75 проценчĕ пĕрремĕш класа ларнă. «Шанс», «Исток», «Мир» хуçалăхсенче, «Карлинская» агрофирмăра», «Г.Н.Макаров» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче выльăх апатне районти вăтам кăтартуран ытларах – 38,2 – 53,2 центнершер хатĕрлесе хăварнă.

Çавăн пекех, тата 450 тонна чĕкĕнтĕр жомĕ, 270 тонна сăра çĕприне кÿрсе килме палăртнă. Витесене хĕл умĕн тĕплĕн юсанă, шуратса дезинфекци тунă. Фермăсенче ĕçлеме кадрсем тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмалла мар.

Н.ПЕТРОВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2013
09:18
Поделиться