Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван кил пекех пулĕ

Вăхăтлăх пурăнмалли çуртра мĕн кирли пĕтĕмпех пулмалла. Пĕрремĕш хутра вестибюль, заведующи кабинечĕ, директор кабинечĕ, столовăйпа апатланмалли зал, икшер çын пурăнмалли хăтлă пÿлĕмсем вырнаçĕç. Пÿлĕмсенче душ кабиниллĕ санузел та пулать.

Иккĕмĕш хутра та пурăнмалли пÿлĕмсем çынсене йышăнма тытăнĕç. Кунтах – дежурнăйпа завхоз кабинечĕсем, кĕпе-тумтир упрамалли вырăн. Çурта балконсем те илем кÿрĕç.

Строительство ĕçĕсене «Строитель» сахал яваплă общество пурнăçлать. Çак çурт инвалидсемпе ватăсемшĕн тăван кил пекех хаклă пуласса шанас килет.

В.ЕРМОШКИН.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 ноября 2013
09:19
Поделиться