Продуктивлăх та, йыш та ÿсет
Кăçал кăна тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи шайран 8,9 процент ÿснĕ, 2324,8 тоннăпа танлашнă. Аш-какай туса илессин ÿсĕмĕ çапларах: ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1,2 процент, килти хушма хуçалăхсенче – 11 процент.
Сĕт туса илесси те иртнĕ çулхинчен ÿснĕ – 16930,3 тонна е 1,4 процент нумайрах. Ку тĕлĕшпе ÿсĕм 2012 çулхинчен ял хуçалăх предприятийĕсенче 2,4, килти хушма хуçалăхсенче 1,3 процентшар.
Районĕпе илсен, кăçал пурĕ 5004,2 пин штук е пĕлтĕрхинчен 1,3 процент ытларах çăмарта илнĕ.
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 8672 пуç, сыснасем 12077 пуç, лашасем 651 пуç, сурăхсемпе качакасем 5867 пуç шутланаççĕ, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал – 85,8 пин таранах. Пĕтĕмлетÿсем тунă тăрăх, районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿсни палăрать.
Н.ВАЗАНОВ.